Ял хуçалăх производствин ăста организаторĕ, тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе, выльăх-чĕрлĕхрен тивĕçлĕ шайри продукци туса илессипе палăрнă «Заря» коллективлă предприяти директорĕ пулнă, ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Александр Михайлович Цапырин пурăннă пулсан нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 70 çул тултармаллаччĕ.
Александр Цапырин Вырăскасси ялĕнче çуралнă, унтах пурăннă. 1968 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1969-1971 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. Вăл ял хуçалăх производствин тĕрлĕ участокĕнче ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă: уй-хир бригадин бригадирĕ, комплекслă бригада управляющийĕ, Вырăскассипе Çуткÿл ялĕсенче «Заря» коллективлă предприяти йĕркеленсен тĕп агроном, директор çумĕ пулса вăй хунă. 1993-2002 çулсенче – ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ. 2003 çултан пуçласа хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркеленĕ.
Александр Цапырин йывăр чирленĕ хыççăн 2016 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.