Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕнтешсем

Килĕнтешсем

Акчел ялĕнчи Николаевсем тăванлăха хаклама пĕлнипе, ĕçчен те харсăррипе палăрса тăраççĕ. Виçĕ çемье те Парк урамĕнче пурăнаççĕ. Кирек мĕнле пысăк ĕç-пуçа та пĕр-пĕрин патне пуçтарăнса туслă та шăкăл-шăкăл калаçса пурнăçланăран, ĕçкĕ-çикĕре вĕсен капмар та хăтлă çурчĕсенче яланах купăс сасси янăранăран, кĕрекери тăванлăх юрри инçете-инçете илемлĕн саланнăран ăмсанакансем те пур тăр вĕсене. Мĕн калăн, туйсенче чи çывăх тăвансем кăна 100 çын ытла пуçтарăнса савăнаççĕ. Халĕ пĕр варта çитĕннĕ тетĕшĕпе шăллĕ, аппăшĕпе йăмăкĕ хушшинчи ырă та ăшă туйăм, килĕшÿпе ăнлану çухалса пынине асăрхатăн та кинсем пирки калама та кирлех мар. Николаевсен кинĕсем вара ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ: вĕсем пĕр-пĕринпе яланах тату килĕшÿре. Сасă хăпартса калаçса курман. «Шуйттан итлесе ан тăтăрах», – теççĕ харăсах виççĕшĕ те.

Асли

Елизавета хальхи вăхăтра муниципалитетăн «Финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕнче бухгалтерта тăрăшать. Стаж самай нумай пуçтарса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Малтанах райфора ревизор, унтан «Прогресс» колхозра, культурăра, РОНОра бухгалтерта вăй хунă.

Таяпа Энтринче çуралса ÿснĕ пике 1982 çулта качча тухнă. Хунямăшĕ аслă ывăлĕ хăй пек ятлă хĕр суйласа илнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, Елизавета Никоноровна ытла та ăшă чунлă, çын кăмăлне курма, туйма пĕлекен хĕрарăмччĕ. Ачисене тивĕçлипе ертсе пыратчĕ.

Елизаветăпа Борисăн виçĕ ача. Пурте аслă пĕлÿ илсе хулара ĕçлеççĕ. Ольгăпа Оксана, Олеся ашшĕ-амăшне пилĕк мăнукпа савăнтараççĕ. Çу кунĕсенче кукамăшĕ ăшă кăмăллă воспитатель те, повар та, прачка та… Пысăк та хăтлă çуртра ача шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Çакă ĕнтĕ вăл кукамай-кукаçи савăнăçĕ. Интернетри салатсене пăхса кашнийĕнчех çĕннине хатĕрлеме ăста Лиза. Мăнукĕсем ун çумĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Хĕл кунĕсенче вара ăшпиллĕ хĕрарăм ытларах ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллать.

Вăталăххи

Вăл Кивĕ Эйпеçрен. Патреккелĕнчи тĕп шкулта тирпейлÿçĕре чылай çул тăрăшать Ольга. Иртнĕ çулхи учительсен августри конференцийĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Вăл виçĕ ача амăшĕ. Эдикпа Андрей çемьеллĕ, ĕçлеççĕ. Настя Шупашкарта медколледжра вĕренет.

Тăрăшуллă хĕрарăм кукăль-пÿремĕч пĕçерме, çыхма юратать. Инкĕшĕпе иккĕшĕ çăм арлама маçтăр. Ольăпа Гена килте ĕне, вăкăрсемпе сыснасем, сурăхсем тытаççĕ. Ĕçрен ÿркенменскерсем хăйсен вăйĕпе, тăванĕсем пулăшнипе икĕ хутлă çурт хăпартнă.

Кĕçĕнни

Светлана районти почтамтра операторта тăрăшать. Пермь облаçĕнче почта çыхăнăвĕн операторне вĕренсе тухсанах малтанах тăхăр çул Патреккел ялĕнче пурăнакансене хаçат-журнал, пенси валеçрĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратаканскер çамрăксен наставникĕ те. Çыхăну операторне ĕçлеме килекен 17 çамрăка профессие алла илме хăнăхтарнă вăл.

Светлана нумай ача амăшĕ. Ачасемпе мухтанма хушман та, çапах аслисем спортра пысăк çитĕнÿ тунипе хăпартланни те вырăнлă. Николай хăвăрт утас енĕпе республикăра пĕрре мар палăрнă. Оля чупассипе Раççей спорт мастерĕ. Ксения та çуран чупма кăмăллать. Александрăпа Олег шкула каймаççĕ-ха.

Сашăпа Светлана кĕçĕннисем пулнăран тăванĕсене тĕп киле пуçтараканĕсем те. Сехет йĕпписем 4 сехет çитсенех ура çине тăрать хĕрарăм. Вăл ял хĕрех. Çамрăк чухнех çивĕчлĕхĕпе палăрнă. Икĕ ĕне суса патшалăха сĕт парать. Выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли вĕсен. Кроликсем те тытаççĕ. Тăванĕсем кĕрекене пуçтарăнсан кĕçĕн кинĕ пĕçернĕ шăрттан-хуплăва уйрăмах кăмăлласа тутанаççĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Светлана, Лиза, Оля Николаевăсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code