Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куравра асамлăх тĕнчи

Куравра асамлăх тĕнчи

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Петр Сергеевăн «Кĕнеке хуплашки айĕнчи шедеврсем» картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Педагог-ÿнерçĕн ĕçне хаклама çак кун музее унăн тус-тăванĕсем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем, вĕренекенсем, Елчĕкри «Солнышко» ача садне çÿрекенсем пухăнчĕç. Шăмалак шкулĕнчи директор çумĕ С.Яковлева, Н.Львова вĕрентекен, В.Усанова библиотекарь, музей заведующийĕ С.Голубева Петр Николаевич пултарулăхĕ пирки нумай чарăнса тăчĕç. Паллă ÿнерçĕн ĕçĕсемпе паллашнă май пуçтарăннă хăнасен куçĕ умне картинăсем çинчи сăнарсен шухăш-кăмăлĕ, сăнĕ-сăпачĕ, чун-чĕри, кăмăлĕ, шухăшлавĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, пăшăрханăвĕ-савăнăçĕ, шалти тĕнчи… тухса тăчĕ. Хайлавсене вуламасăрах кĕнекере мĕн çинчен çырнине уççăнах курма пулать. Ахаль ÿкерчĕксен куравĕ анчах мар кунта – халăхсен кун-çулĕ, тĕнчи… Рамăсене те автор хăйĕн аллипе ăсталанă. Паянхи кун тĕлне Петр Николаевичăн картинисем Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ 57 кĕнекене илемлĕх те пуянлăх кĕртеççĕ.

Шкул ачисем куравра Петр Николаевича сăвăсем каласа та саламларĕç. Уява юрă-ташăпа илем кÿрекенсем Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи «Сударушки» ансамбль тата автор-композитор, юрăç Ю. Кашкăр пулчĕç.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code