Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифра медицинин сервисĕ

Цифра медицинин сервисĕ

Чăваш Енри тухтăрсем цифра медицинин меллĕ сервисĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕç вырăнĕсене компьютерпа туллин тивĕçтернĕ, интернетпа çыхăнтарнă. Поликлиникăсенчи терапевтсен тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен планшетсем пур. Халĕ участок врачĕ планшетпа усă курса пациент хваттерĕнчех ăна специалист патне, анализ пама, ятарлă ытти учреждение черете тăратма пултарать. Шупашкарти Ленин проспектĕнчи поликлиникăра планшетсемпе компьютерсемсĕр, нумай функциллĕ хатĕрсемпе усă курнисĕр пуçне тата терминалсем те вырнаçтарнă. Çавна май больницăна килекенсем регистратура патĕнче медицина пулăшăвĕ илмелли йĕркепе çăмăллăнах паллашма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code