Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем пĕлтерĕшлĕ

Ыйтусем пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе пухăннă канашлура, иртнĕ эрнери пекех, калаçу ялсенчи граждансен пухăвĕсенче хускатнă ыйтусем тавра пычĕ.

Хальхинче Курнавăш, Тăрăм, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи проблемăсене палăртрĕç. Кашни ялтах çĕкленĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – çул-йĕр юсасси е çĕннине тăвасси. Ку тĕлĕшпе юлашки тапхăрта чылай ĕç пурнăçланнă, кăçал плана кĕртнинче те унăн калăпăшĕ пĕчĕк мар.

Пухусенче пĕр хутчен çеç асăннă, анчах çивĕчлĕхпе уйрăлса тăраканнисене те палăртар. Çуткÿлсемпе Вырăскассисем, акă, кÿллĕн кăнтăр çыранне тĕреклетме кирлине асăннă. Çут çанталăк палăкне арканма памалла мар. Кунта патшалăх программипе усă курма май тупмаллах. Çавăнпа ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн экологи служби те хăйĕн тÿпине хывма тивĕç ку ĕçре.

Çутă кÿлĕ çывăхĕнче пурăнакансем çавăн пекех çĕр улми аврине çунтарма ятарлă вырăн уйăрма ыйтнă. Районти пушар хуралĕн инспекцийĕнчен ку тĕлĕшпе çапла пĕлтерчĕç: типнĕ курăка çунтармалла марри пирки тăтăшах аса илтеретпĕр /пушар шутне кĕрет/ пулсан, эппин çĕр улмипе ытти тымар çимĕç аврисене те çунтарма юрамасть. Ĕлĕкрех çĕр улми аврине типĕтсе хĕлле выльăхсене çитернĕ е тислĕке çавăрнă. Ял условийĕсенче çакна йĕркелеме халĕ чăрмавлă-ши?

Тĕрлĕ ялтан район центрне килекенсен, каçарăр та, обществăлла туалет ыйтăвĕ те сиксе тухать. Çакна Çĕнĕ Арланкассинче тĕрĕсех хускатнă. Çула тухаканăн, ара, кризисла самантсенче ăçта кайса кĕмелле?

Елчĕк ялĕнчи пухăва хутшăннисем çĕнĕ масар территорине пысăклатас кăмăллă. Кăна татса парассинче кăткăслăх çук пулĕ-ха. Çав вăхăтрах, кам асăрханă-тăр, епле перекетсĕр усă кураççĕ унти çĕрпе: вилтăприсем хушшине пушă вырăн нумай юлать. Ытти ялсенче те çак тĕслĕх вăйра мар-и? Çакна камăн йĕркелесе тăмалла?

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code