Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ парне

Черетлĕ парне

Библиотекăсене кĕнеке парнелесси тахçанхи ырă йăла. Вулаканшăн кашни çĕнĕ кĕнеке пысăк савăнăç. Библиотекарьсене чăвашла кĕнекесем уйрăмах савăнтараççĕ.

Черетлĕ парне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Петр Красновран пулчĕ. Вăл районти тĕп библиотекăна 60 кĕнеке парнелерĕ. Çакна вăл чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай 60 çул тултарнипе çыхăнтарчĕ.

Палăртса хăвармалла: апрелĕн 17-мĕшĕнче Валерий Туркай хăйĕн çавра çулне кĕтсе илет. Парнесен йышĕнче — сербсен ку чухнехи паллă çыравçин Милутин Джуричковичăн «Йĕкрешсен пурнăçĕнчен», Китай поэзийĕн икĕ классикĕн Ли Бо тата Ду Фу «Ылтăн чечек», мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт тата чăваш поэчĕсен сăввисен «Çиччĕрен — çиччĕ», вырăс поэчĕн А.С.Пушкинăн сăввисен «Чĕрем ман юлĕ сирĕнпе» кĕнекисем. Çаксене пурне те чăвашла куçарнă. Çавăн пекех фашистла Германие çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине, Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа кăларнă «Тăван яла кайăк пулса эп килтĕм», Украинăн аслă поэчĕн Тарас Шевченкăн «Катара хĕвел вăранчĕ» кĕнекисем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Унта автор поэтсен тĕрлĕ çулсенче вăрçă темипе çырнă, чăвашла куçарнă сăввисене кĕртнĕ.

Петр Степановича район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, библиотека ертÿçи Алина Петрова пысăк парнешĕн тав турĕç.

Н.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: çĕнĕ кĕнекесемпе паллашнă самант.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code