Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Район прокуратури

Район прокуратури

пушар хурал тата Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Лаш Таяпари ватăсене тата инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, санитарипе эпидемиологи требованийĕсене, инвалидсемпе ватăсен ирĕкĕсене хÿтĕлекен саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ çитменлĕхсене тупса палăртнă. Çавна май стационар уйрăмĕн заведующийĕ тĕлĕшĕпе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.4 /1 пай/, 6.3 статйисемпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă. Çавăн пекех çитменлĕхсене пĕтерме тата вĕсенчен малашне те асăрханма хушса Елчĕк район халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн директорĕ ячĕпе представлени тăратнă.

В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code