Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парламент ĕçĕпе кăмăллă

Парламент ĕçĕпе кăмăллă

Çĕршыв Президенчĕ В.Путин халăхпа ирттернĕ тÿрĕ лини кăçал 3 сехет те 42 минута тăсăлчĕ, Владимир Владимирович çак хушăра 68 ыйту çине хурав парса ĕлкĕрчĕ. Пурĕ 2 миллиона яхăн ыйту пулнă. 2019 çулта 1 миллион ытла ыйту килнĕ, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 500 пинĕшне пăхса тухса хурав панă.

Ку çул граждансем эфир вăхăтĕнчех Президентпа тÿрĕ линие тухса калаçма пултарчĕç, çапла тума смартфона вырнаçтарнă ятарлă «Москва – Путину» приложени пулăшнă. Унсăр пуçне Президент патне ыйтусене йăлана кĕнĕ мелсемпе те /телефон, программа сайчĕ, социаллă сетьсен урлă, смс хыпарсемпе…/ çитернĕ. Çĕршыв Президенчĕ палăртнă тăрăх, халăхран килнĕ мĕн пур ыйтăва тÿрĕ эфир вăхăтĕнче тишкерме çук, çапах та пĕри те хуравсăр юлмĕç, ку енĕпе тĕрлĕ тытăм малашне те çине тăрса ĕçлĕ.

Ыйтусен пысăк пайĕ коронавирус тата вакцинаци пирки пулчĕ. Вирусăн çĕнĕ мутацийĕсем тухсах пыраççĕ. Вăл паян çĕнĕрен хĕрÿленсе калаçтарма пуçларĕ. Раççейĕн чылай регионĕнче вируспа чирлекенсен йышĕ хăвăрт ÿссе пырать. Президент палăртнă тăрăх, çак чиртен упранас тесен сывлăха тĕрĕслеттерсе прививка тутармалла. Вăл хăй те вакцинаци витĕр тухнине каларĕ, ун хыççăн илнĕ анализсем организмри хÿтлĕх шайĕ пысăк пулнине çирĕплетнине палăртрĕ. Иккĕмĕш прививка хыççăн ÿт температури каçран кăштах ÿснĕ, çапах та ир енне нормăна ларнă. Вакцинациленнĕ хыççăн çын чирлес пулсан та ăна çăмăллăнах ирттерсе яма пултарнине асăнчĕ.

Прививкăна çĕнĕрен пандеми вăхăтĕнче 6, ытти чух 12 уйăхран тутармалла.

Ку чирпе чирлесе ирттернисем те тимлĕхсĕр юлмĕç, Правительство вĕсен сывлăхне тавăрас тĕллевпе сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.

«Пирĕн çĕршывра кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕпе вакцинациленмелле, анчах Мускавра, ытти регионта хăш-пĕр тытăмра ĕçлекенсене вăйпах прививка тутараççĕ. Мĕншĕн массăллă мероприятисене ирттерме юрамасть, «Евро-2020» чемпионата вара йĕркелеççĕ?» ыйтусем çине çĕршыв пуçлăхĕ çапларах хурав пачĕ: «1998 çулта йышăннă саккунра, халăхăн иммун тытăмне хÿтĕлессине пырса тивекеннинче, икĕ пай – вĕсенче пĕри прививкăсен наци календарĕ. Ку кашнинех тума тивĕç вакцинаци. Ĕçтешсем коронавирусран хÿтĕлекен прививкăна çак календаре кĕртме сĕнчĕç. Анчах Патшалăх Думин депутачĕсем хирĕç пулчĕç. Саккунра çакна та палăртнă: вăл е ку регионта эпидеми пуçлансан санитари тухтăрĕсем сĕннипе ертÿçĕсем хăш-пĕр категоринчи çынсене, уйрăмах хăрушлăх ушкăна кĕрекеннисене, вакцинацилеме пултараççĕ. «Евро-2020» футбол ăмăртăвне илес пулсан, Раççей ку пысăк ăмăртăва ирттерме хăйĕн çине яваплăх илнĕ, эппин ăна пурнăçламаллах».

Çиччĕмĕш суйлаври парламентăн ĕçĕ-хĕлне хаклама ыйтсан Президент çапла хурав пачĕ:

– Çиччĕмĕш суйлаври парламент ĕçне вăтам анчах мар, «тивĕçлĕ ĕçленĕ» тесе хаклатăп. Пандеми тапхăрĕнче ĕçленĕ май депутатсем хăйсен сывлăхне тата пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкернине пăхмасăр тăрăшрĕç.

Унăн сăмахĕпе, Патшалăх Думин депутачĕсен пысăк тăрăшулăхне пула та эпир ытти çĕршывсемпе танлаштарсан пандемин «чи çивĕч тапхăрĕ» урлă çемçерех каçрăмăр. Ырă сăмах кашни фракцин представительне пырса тивет.

Ту çинчи Карабах теми те аякра юлмарĕ. Çак тăрăхпа çыхăннă ыйту çине В.Путин пирĕн çĕршыв хирĕç тăрăва йĕркене кĕртес тĕллевпе палăрăмлă ĕç пурнăçланине каларĕ. Çĕршывсен килĕшĕвĕ тĕлĕшпе пĕр чĕлхе тупайманнипе мĕн тумалла? Раççейĕн тĕллевĕ пĕрре – юн тăкма памалла мар. Çак тĕллевпе виçĕ енлĕ ушкăн туса хунă. Паян пурнăçламалли татăклă утăм – килĕшĕве сыхласа хăварасси.

Çĕршыв тулашĕпе çыхăннă ыйтусем уйрăмах Украинăна тата АПШна пырса тиврĕç. Путин Раççей Украинăпа тăванла халăх пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Нумаях пулмасть АПШ Президенчĕпе иртнĕ тĕл пулăва хутшăнма кирлех пулчĕ-ши, вăл хăй тĕллĕн сахал йышăну тăваять ыйту çине вара çапла хуравларĕ – Байден йышăну тăваять тата тĕл пулу усăсăр иртмен.

Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тÿрĕ лининче Владимир Путин çăмăллăхлă ипотекăпа, экологи лару-тăрăвĕпе, çÿп-çапа сортласа пуçтарассипе тата вырнаçтарассипе, шыв пахалăхĕпе, туризма аталантарассипе, çĕнĕ шкулсем тăвассипе е юсассипе, Раççей курорчĕсемпе, ЖКХ, хальхи Президент хыççăн çĕршыва кам ертсе пыма пултарассипе тата ытти чылай темăпа çыхăннă ыйту çине хуравсем пачĕ.

Граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă темăсем те сахал мар пулчĕç. Пуçласа парта хушшине ларакан ачасене шкул хатĕрĕсем туянма пулăшас тĕллевпе 10 пин тенкĕ парасси пирки маларах ирттернĕ пресс-конференцире те асăннăччĕ, ку тема халĕ те тимлĕхре юлчĕ:

– Тÿлевсене хуçисем патне пурне те вăхăтлă çитерĕпĕр.

Президент шухăшĕпе, çак пĕр хутчен тивекен тÿлеве 6 çултанах памалла. Мĕншĕн тесен ачасене 7 çула çитиччен шкула яракан çемьесем те пур.

3-мĕш класс ачи те В.Путина ыйту пама пултарчĕ: «Икĕ уйăхран çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Шкул ачисем ăна парта хушшинче кĕтсе илĕç е онлайн мелĕпе вĕренĕç;». Владимир Владимирович ку хальлĕхе паллă маррине, çакă инфекци сарăлассипе çыхăннă лару-тăруран килнине каларĕ. Унăн шухăшĕпе, кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсене шкула çÿреме май туса памаллах.

Ростов облаçĕнчен ыйту панă гражданина выльăх-чĕрлĕх çине налук хума пултарасси пăшăрхантарчĕ. Президент ăна татăклă хурав пачĕ – выльăх çине налук хумĕç.

Тÿрĕ лини вĕçĕнче Владимир Владимировича харпăр пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем пачĕç.

ХАКЛАВ

Валерий Афанасьев, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

– РФ Президенчĕ тÿрĕ лини вăхăтĕнче чылай ыйту çине хуравларĕ. Паянхи куншăн чи актуаллă, чи пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ тема пулчĕ: экономика, тулаш тата шалти политика, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, çÿп-çап реформи тата ытти те.

Коронавируспа çыхăннă ыйтусем чылай пулчĕç. Чире пула кашни сфера шар курчĕ, сахал мар çын пурнăçĕ татăлчĕ. Малтанах унпа кĕрешме хатĕр пулаймарăмăр, вакцина шухăшласа тупассине пĕлмерĕмĕр пулсан та, Раççей ытти çĕршывсемпе танлаштарсан ку эпидемие тивĕçлĕн кĕтсе илчĕ. Уйрăмах медицина ĕçченĕсем ырми-канми ĕçлерĕç. Коронавируса хирĕç тухăçлă вакцина туса кăларса унăн производствине пуçарса ярассипе Раççей тĕнчери чи пĕрремĕш пулчĕ. Халĕ граждансем прививка витĕр тухсан чир-чĕрпе çыхăннă лару-тăру лайăхланасса шанатпăр.

Е.ПЕТРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code