Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем» категорири 11800 ачана вĕри апатпа тÿлевсĕрех тивĕçтерме йышăннă. Тÿлевсĕр апатлантарма 75 миллион тенкĕ ытларах кирлĕ. Çитес çул 170 миллион тенкĕ тăкакламалла пулĕ. Çак укçан пысăк пайне, 20 миллионне, муниципалитетсем хăйсем çине илмелле.
– Пирĕн тĕп тĕллев – ачасемпе çемьесене пулăшасси. Пĕрлехи тĕп задача – вĕри апатланăва туллин йĕркелесси. Ачасене вĕри апатпа «ирхине» тата «кăнтăрла» стандартпа тивĕçтермелле пултăр, – тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Алла Салаева вице-премьер çирĕплетнĕ тăрăх, ку категорири ачасем 5-11 классенче 11800-ĕн пĕлÿ пухаççĕ.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе пĕлтĕр Чăваш Енре пуçламăш классенче вĕренекен пур ачана та тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвне пурнăçласа пур шкулти тата ача садĕнчи апат блокĕсенче оборудовани çĕнетнĕ, çак тĕллев валли 350 млн тенкĕ ытла уйăрнă.