Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕннисене те пулăшу кирлĕ

Çитĕннисене те пулăшу кирлĕ

Пĕр эрнере ача-пăча шанăç телефонĕпе çул çитмен çамрăксем 69 хутчен шăнкăравланă.

Чăваш Республикин Ĕçлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри ача-пăча шанăç телефонĕпе утă уйăхĕн 14-20-мĕшĕсенче республикăри 107 çын усă курнă. Вĕсенчен 69-шĕ – çул çитменнисем, 7-шĕ – ашшĕ-амăшĕ. Чылай чухне вĕсем çемьери ăнланманлăхпа çыхăннă ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ. Шанăç телефонĕпе шăнкăравлакан ачасене специалистсем аслисемпе пĕр чĕлхе тупма, ытти ыйтăва татса пама пулăшаççĕ. Аса илтеретпĕр: 8-800-2000-122 номерпе кирек кам та /ача, çул çитмен çамрăк, ашшĕ-амăшĕ е çывăх çынни/ шăнкăравласа канăçсăрлантаракан ĕç-пуç пирки каласа кăтартма, сĕнÿ-канаш ыйтма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code