Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне кура çитĕнĕвĕсем

Ĕçне кура çитĕнĕвĕсем

Хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырасси – ача вăййи мар. Йывăрлăхсенчен хăраман çынсем анчах çакăн пек пысăк тиеве хăйсем çине илме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕнчен пит нумай килекен ÿсен-тăран отраслĕнчи ĕçе йĕркелесе пыраканăн тухăçа çухатас хăрушлăх пысăк, çапла майпа «çурăк валашка» умне тăрса юласси те аякра мар. Апла пулин те Анатри Тимеш ялĕнче пурăнакан Сергей Петров хăй мĕн ачаран уй-хирте ĕçлеме – çăкăр çитĕнтерме ĕмĕтленнине пурнăçланă.

– Çĕре сухаласа акни, пĕтĕм вăй-хала парса акса-лартса хăварнă калча-хунав çу каçипе епле ÿссе çитĕннине курса савăнни, кĕр мăнтăрĕпе вара уйра ăнса çитĕннĕ пуянлăха пухса кĕртни… – кашни хутĕнче чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хал кÿрет, тăрăшса вăй хума хистет. Тепĕр енчен илсен, ял çыннишĕн çуралнă вырăнта ĕçлесе пурăннинчен лайăххи çук та пулĕ. Ку манăн шухăш, паллах, – терĕ Сергей Софронович.

…Хальхинче те сентябрь пуçламăшĕнче пĕр тапхăр çумăр лÿшкентерни уй-хирти ĕçсене пурнăçлама самаях чăрмантарчĕ. Мĕн тăвăн; Çут çанталăкпа тупăшма хальччен никам та вăй çитереймен-ха. Хĕрÿ ĕçри – иртнĕ эрне пуçламăшĕнчи уяр çанталăка «вăрласа» уйра çĕр улми пухса кĕртекен фермер çемйине чăрмантарни, вăхăтне илни аванах мар пулчĕ пулин те, ыйтмаллине ыйтса пĕлтĕмĕрех.

Сехет йĕппи çинчи вăхăта сăнама вăхăт çук ку чухне. Фермер çак кунхине те уя ир-ирех çитсе самаях тар тăкма ĕлкĕрнине хамăрах ăнланса илтĕмĕр. Сакăр сехет тин çеç иртейнĕ-ха, кунта вара ана тулли шап-шурă çĕр улми выртать. Копалка çаклатнă «Беларусь» трактора фермер пĕр тикĕссĕн ĕçлеттернине, уй çийĕн çаврăм хыççăн çаврăм тунине курса тăма анчах çăмăл пулĕ çав. Сергей хыпаланчăк сасăпа: «Васкамалла, ав, пĕлĕт татах кăвакарать, çумăр çума пултарать. Унччен ĕлкĕрмелле», – терĕ. Кăçалхи ăнăçлах мар çанталăк условийĕнче çитĕннĕ пур пек пуянлăха та тăкаксăр пухса кĕртеймесен-и; Чун-чĕрере канăçлăх пулас çук.

…Аграрисем шута илнĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăх организацийĕсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тĕш тырă та, çĕр улми те чылай сахалрах пухса кĕртнĕ. Çакна кура çынна тăранса пурăнма чи кирлĕ çак продуктсем хакланса пынине куратпăр. «Иккĕмĕш çăкăра» ялта пурăнакансем те, хăйсем лартса çитĕнтерме шутламаннисем, халĕ 1 килограма вăтамран 20 тенкĕпе туянаççĕ. Экспертсем те пысăк хуласенче çĕр улми кăçал пит хаклă пуласса систереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çĕр улми рынокĕнчи лару-тăрăва лайăх пĕлекенсем унпа кĕркуннерен çителĕклĕ таран саппасланасшăн. Эпир кунта пулнă кĕске вăхăтрах С.Петров патне темиçе çын та çак ыйтупа шăнкăравларĕ. Фермер вĕсене майлă татăклă хурав пама тăхтаса тăчĕ. Мĕншĕн тесен вăл продукцие ушкăнпа туянакансемпе çу уйăхĕсенчех килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Сăмаха çилпе вĕçтерме хăнăхман çын, хăй шантарса каланине, паллах, пурнăçлатех. Эпир вара тепĕр хутчен çакна ăнлантăмăр: кăçал çĕр улми тĕлĕшпе çăмăлах мар, вăл йÿнĕ те пулмасть. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушман та, анчах çак лару-тăрура фермерăн нухрат пухмалли майсем ытларах пулассăн туйăнать. Тăрăшса ĕçлекен укçаллă пулма тивĕçлĕ те, паллах.

С.Петров çирĕп шухăш-кăмăллă пулнине хăюллăнах çирĕплетсе калама пултаратпăр. Çакна тÿррĕн ĕнентерекенни – вăл хăй пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнманни. Мĕншĕн тесен иртнĕ ырă вăхăтра Елчĕк тăрăхĕнче çĕр улми туса илмелли чи лайăх условисем тесе ĕнентернĕ вăхăтра та уйрăм çынсемпе фермерсем анчах мар, ял хуçалăх предприятийĕсем те çĕр улми туса илессине, вăл йÿнĕ пулнипе, çак ĕçе йĕркелеме ятарлă техникăпа усă курма кирлипе… сăлтавласа пăрахăçланă. Анчах çак çын шухăшне улăштарман, çĕр улми туса илесси уншăн тĕп ĕç пулса тăнă. Унтанпа 10 çул иртнĕ. Çак тапхăрта унăн çĕр улми туса илес ĕçри ăсталăхĕ ÿссе анчах пынă. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçне ÿстерес тĕллевпе Сергей кашни çул çĕнĕ сортсемпе усă курать. Вĕсене шанчăклă организацирен – вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен «АСК-Яльчики» ОООран туянать. Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕн харпăрлăхĕнчи тата Анатри Тимеш ялĕнче пурăнакан çынсен пай çĕрĕсене ?пурĕ 50 гектар/ арендăна илсе пусă çаврăнăшне кĕртекен фермерăн çĕр улми лаптăкĕ халĕ 11 гектар йышăнать. Малашне унăн анине тата анлăлатас шухăшĕ те пур. Унсăр пуçне 32 гектар çинче тĕш тырă туса илет. Тыр-пула пухса кĕртме ятарласа комбайн туяннă, ытти техника та – пурте хăйĕн. Ку чухне те çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртме тăрăшать. Кăçал та «Комбайн» ЯХПКран çĕнĕ вăрлăхсем туяннă. Тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ таран пулайман шăрăх çанталăк условийĕнче те элита репродукцири «Владимир» сортлă урпа тухăçĕ кирлĕ шайра.

Ял халăхне те кÿрентермест Сергей. Пай çĕрĕсемпе усă курнăшăн вĕсене кашни çул тырăпа, улăмпа тивĕçтерет. Улăма рулонласа, хăй транспорчĕпе килĕрен леçет. Хушма ĕçшĕн çынсенчен укçа та илсе курман вăл. Ахальтен мар ун пирки: «Кăмăлĕ пит ырă унăн», – теççĕ.

…Ĕçе малтан пуçăннă вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ пачах урăхла, ывăлĕсем – Юрий тата Миша ÿссе çитĕнсе ашшĕн «сылтăм» алли пулса тăнăранпа тата çемье хутшăннăранпа ?кинĕсемпе куç тулли мăнукĕсем/ çемье вăйĕ тата çирĕпрех, хăватлăрах пулнине ăнланать хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи. Полина мăшăрĕ те ялан юнашар, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ вĕсем. Пурнăçра çакă чи кирли. Ку чухне тăрăшса ĕçлес килет, ĕмĕт-тĕллевсен вĕçĕ-хĕрри çук. Пуçаруллă çын нумаях пулмасть ялти пушă ларакан, юхăннă фермăри икĕ витене туянса йĕркене кĕртнĕ. Халĕ ăна вăл склад, техникăна упрамалли ангар вырăнне усă курать.

Сергей Петровăн чунри çирĕплĕхне Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухни те туптанă, паллах. Вăл сывлăш десант çарĕнче водитель-гранатометчик пулнă. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн» тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Светлана Архипова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code