Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 71 медаль çĕнсе илнĕ

71 медаль çĕнсе илнĕ

Юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2021» агропромышленность куравĕ иртнĕ.

Отрасль представителĕсем АПКра туса кăларакан продукцие, ял хуçалăх производствин çĕнĕ технологийĕсемпе, агропром ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци илме, инновацин бизнеса автоматизацилеме май паракан цифра мелĕсемпе епле усă курнине кăтартнă.

Унта регионсенчен, çав шутра Чăваш Енри 27 предприятирен, пуçтарăннă делегацисем 100 ытла экспонат кăтартнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов интерактивлă стендпа усă курса республикăн агрокомплексĕпе паллаштарнă. Кăçал кунта «Чувашхлебопродукт» обществăн филиалĕ, Шупашкар элеваторĕ, «Слава картофелю» агрофирма, «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Етĕрнери аш-какай комбиначĕ», «Шупашкарти аш-какай комбиначĕ», «Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ», «Моргаушская кайăк-кĕшĕк фабрики», «Мега Юрма», «Ядринмолоко», «Аккондмолоко», «Ядринский» спирт завочĕ, «Кооператор», «Шупашкар хулин сĕт завочĕ» обществăсем, ял хуçалăх потребителĕсен «Агрокультура» тата Мелилотус» кооперативĕсем, Р.Ш.Санзяпов, И.О.Белалов, В.А.Федоров, А.В.Григорьев тата ыттисем хăйсен продукцине кăтартнă. Курава хутшăннисене уйрăмах чăвашсен хăмли, шăрттанĕ, пылĕ, сăри, тутарсен халялĕ кăсăклантарнă.

Сергей Артамонов пирĕн аграрисене минераллă удобренисемпе тивĕçтерессине йĕркелекен «ФосАгро-Регион» тата «ФосАгро-Волга» обществăсен ертÿçисемпе Андрей Вовкпа тата Денис Сметовпа 2021 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем пирки калаçнă.

Республикăри 27 предприяти – 80, çав шутра апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноçран13-шĕ 66 позицире курав конкурсне хутшăннă. Пирĕн аграрисем 61 ылтăн, 7 кĕмĕл тата 3 бронза медальсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code