Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарать

Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарать

Производство предприятийĕсемпе суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» ятпа конкурс иртесси çинчен пурте пĕлме тивĕçлĕ.

Елчĕк районĕнче пурăнакансене, çавăн пекех хăнасене Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче савăк кăмăл-туйăм парнелес шутпа йĕркелекен çак конкурса предприяти-организацисем иртнĕ çулсенченех хастар хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, конкурсра тупăшас кăмăллисенчен заявкăсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ.

Конкурса хутшăнма кая юлман-ха, заявкăсене декабрĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех 2-51-31 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме те пулать.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн дипломĕпе, укçан преми парса хавхалантарма йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code