Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренекенсем харсăр

Вĕренекенсем харсăр

Культура ĕçченĕсем педагогсемпе пĕрле ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе тÿреммĕн хутшăнаççĕ.

Библиотека ĕçченĕ пулнă май хăмăрăн ĕç-хĕле кĕскен çутатса парас килет. Эпир – вулавăш, шкул, культура ĕçченĕсем – пĕр чăмăра пухăнса час-час çулталăкри уявсене, паллă кунсене халалласа тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсемпе мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕл пулусен вăхăтĕнче тăван тăрăхран тухнă пултаруллă çынсем, паллă вырăнсем пирки тĕслĕхсемпе çирĕплетсе туллин каласа пама тăрăшатпăр.

Кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнă май ытларах çак темăпа çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Ирина Леонтьева, Ирина Осипова педагог-библиотекарьсемпе, культура çурчĕн заведующийĕпе Юрий Петуховпа пĕрле килĕшÿре ĕçленĕ май хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕçе хутшăннă 9 ял çыннине шыраса тупма май килчĕ, ку енĕпе малалла та ĕçлетпĕр. Вĕсемпе /Ольга Мижерова, Лилия Игнатьева, Лидия Князева, Анисия Сметанина, Таисия Тимофеева, Дария Арефьева, Ольга Петрова, Софья Евдокимова, Анна Карпова/ эпир ыттисене те паллаштарас тĕллевпе ял халăхĕ валли ятарлă курав йĕркелерĕмĕр. Шкул ачисемпе тĕл пулусем ирттерсе вĕсен çăмăл мар лару-тăрури йывăр ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа пама тăрăшрăмăр. Çакна вĕренекенсемпе ятарласа хатĕрленĕ сценка урлă та кăтартрăмăр. Сценкăна Евдокимовсен нумай ачаллă çемйипе хатĕрлерĕмĕр, ăна район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче «Çулталăкри çемье» конкурсра та кăтартса патăмăр.

Тĕрлĕ конкурс, викторина ирттересси те йăлана кĕнĕ. Вĕсем пирки эпир социаллă сайтсенчи хамăрăн страницăсенче тĕплĕн çутатса пыма тăрăшатпăр. Çулсерен нумай кĕнеке вулакан ачасене, ашшĕ-амăшне, çемьесене палăртатпăр. Нумаях пулмасть республика шайĕнче «Вулакан ашшĕсем – вулакан ачасем» ятпа иртнĕ конкурса хутшăнма пултартăмăр. Кунта пирĕн район чысне Лаш Таяпа ялĕнчи Юрий Петуховпа унăн ывăлĕ Матвей хÿтĕлерĕç. Вĕсен тивлечĕпе пирĕн вулавăш парнесемпе – юмах кĕнекисемпе пуянланчĕ. Çавăн пекех Натальйăпа Александр Сметанинсен, Татьянăпа Николай Евдокимовсен йышлă ачаллă çемйисем тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ. Вĕренекенсене тăван халăх йăли-йĕркипе паллаштарассине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах киревсĕр пулăмсенчен /наркомани, эрех-сăрапа туслашни, табак туртни, терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ…/ асăрхаттарасси те малти вырăнта. Шкул ачисем пурте хастар пулни, çĕннине пĕлме ăнтăлни савăнтарать. Çапах та чи харсăррисене ятран палăртса хăварас килет. Вĕсем Мария Николаева, Матвейпа Анна Петуховсем, Данис Искандеров, Вера Арефьева, Таня Абдулкина, Владислава Абдулкина, Эмилия Степанова, Стелла Воронина тата ыттисем те.

Компьютер ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулсан та çынсем, çав вăхăтра ачасем те, библиотекăна туртăнни, кĕнеке вулама юратни савăнтарать.

Эльвира МИХЕЕВА.
Лаш Таяпа ял библиотекин заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code