Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Муниципалитет округĕ. Мĕнлерех пулĕ вăл?

Муниципалитет округĕ. Мĕнлерех пулĕ вăл?

Вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене халăх хушшинче анлă сÿтсе яваççĕ. Саккун проекчĕ чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ административлă территори единици – муниципалитет округĕ туса хурасси пирки пырать.

Çĕнĕлĕх тавра ыйтусем хускатса эпир райадминистрацин йĕркелÿ ĕçĕн пайĕн начальникĕпе, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕпе Ирина Аникинăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Ырă кун, Ирина Николаевна. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен 8-мĕш съездĕнче 2022 çулта муниципалитетсене çĕнĕлле йĕркелес ыйтупа уйрăммăн калаçрĕ. Хаçат вулаканĕсемшĕн çак ыйту пĕлтерĕшлĕ – маларах асăннă саккун проекчĕ пирĕн районшăн мĕнле çĕнĕлĕх илсе килĕ?

– Республикăра йышăннă пилотлă проект 2021 çултах пурнăçа кĕме пуçланине эпир пĕлетпĕр. Вăл 2019 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче йышăннă «РФ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн çĕршыври регионсенче муниципалитет округĕсем тăвас ĕçе пуçăннă. Пилотлă проект иртнĕ çул республикăри Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсенче пурнăçа кĕчĕ. Çĕнĕ йĕркеленÿ ĕçĕсене эпир сăнасах пытăмăр – паянхи кун çак районсенче пĕр шайлă муниципаллă тытăм ĕçлет, районсем иккĕшĕ те муниципалитет округĕ шутланаççĕ. Кăçал вара Чăваш Енри ытти 19 районта çак проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсем йĕркелеме палăртнă. Çĕнĕлĕх управленин çĕнĕ механизмне çул парать: пĕр пуçлăх, пĕр представительлĕ орган, пĕр администраци, пĕр бюджет, территори аталанăвĕн пĕр планĕ пулĕ тата ытти те. Проект тăрăх пирĕн районти мĕн пур ял тăрăхĕсенчен муниципалитет пĕрлешĕвĕ йĕркеленсен район «Елчĕк ялĕнчи центрлă Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕ» статуса илĕ. Çапла вара малашне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулмĕç, вĕсене çĕнĕлле «территори уйрăмĕн начальникĕ» тесе ят парĕç. Муниципалитет округĕнче вырăнти депутатсен институчĕ те пулмĕ – пĕтĕм округ аталанăвĕн шăпине районти депутатсем хăйсен тивĕçне илĕç.

Çынсем ял тăрăхне хăйсен ыйтăвĕпе малтанхи евĕрех çÿрĕç. Çĕнĕ тытăмра старостăсен институчĕн пĕлтерĕшĕ ÿсессине те палăртмалла. Влаçпа округра пĕр администраци тытса тăнăран социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене чылай енĕпе маларах татса парассипе çăмăллăх пулĕ.

– Кирек хăш çĕнĕлĕх те шухăшлаттарать, калаçтарать…

– Çапла. Пуçарăва уçă итлевре халăхпа сÿтсе явни /ăна районта январĕн 28-мĕшĕнче ирттерĕпĕр/ унăн шухăш-кăмăлне пĕлме май парĕ. Чылай районта иртнĕ уçă итлевре халăх Чăваш Республикин территорийĕнче муниципалитет округĕ йĕркеленес çĕнĕлĕхе ырласа йышăнни паллă. Районта пĕр хуçа пулсан яваплăх пĕр çын çинче пулĕ, округра пĕр шайлă тытăм ял тăрăхĕсен ăнăçлă аталанăвне тÿпе хывĕ. Паян чылай ял тăрăхне ыйтусене туллин татса парас ĕçре бюджетра укçа-тенкĕ çитменни, дотаципе анчах тытăнса тăни ура хурать. Çĕнĕ йĕркеленÿ çак чăрмавсене сирĕ, халăх ыйтăвĕсене туллин татса парас ĕçре пысăк пулăшу парĕ.

– Çĕнĕ округ пулсан кадрсен малтанхи йышĕ упранса юлĕ-ши текен ыйту та çуралать.

– Шикленме сăлтав çук – округсен администрацийĕсен специалисчĕсем кашни ял тăрăхĕнчех упранса юлĕç. Çĕнĕлĕх бюджет укçи-тенкине те перекетлеме май парĕ. Акă, сăмахран, Красноармейскипе Çĕмĕрле районĕсенче тунă округсенче бюджет укçи-тенкине перекетленипе пĕрлех администрацисен специалисчĕсен ĕç укçин виçине те 20 процент таран ÿстерме май пани паллă.

Округ бюджетĕнче пухăнакан укçа-тенкĕпе мĕнле усă курассине депутатсем уçăмлатĕç. Администрацисен финанс ĕçĕ-хĕлне республикăн Тĕрĕслевпе шутлав палати тишкерĕ.

– Калаçушăн тав.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code