Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен сыхланни пĕлтерĕшлĕ

Чиртен сыхланни пĕлтерĕшлĕ

Ковид хыççăнхи синдром – вирус тата инфекци çивĕч паллисем çук пулсан та коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынна канăç паман палăрăмсен пĕрлĕхĕ, сиплев курсĕ хыççăн пациент хăйне сывлăхлă туйманни.COVID-19-па чирленĕ, организм ĕçне пăсма пултаракан вăраха кайнă ытти чир-чĕр çук пациентсене çак диагноза лартаççĕ.

Ковид хыççăнхи синдром çур çул е ытларах тапхăр та тăсăлма пултарать. Пациентсене сывлăш пÿлĕнни, апат тутине е шăршă туйманни, ĕшенни, вĕчĕрхенни, ăш-чик пăсăлни канăçсăрлантарать. Асăннă симптомсем COVID-19 чире ирттернисен, вăрах чирпе аптракансен çеç мар, ытти чир-чĕрпе чирлемен, коронавирус инфекцине «ура çинче» чăтса ирттернисен те, çамрăксен те пулма пултараççĕ. Асăнса хăвармалла, прививка тунисен ковид хыççăнхи синдром çăмăлрах тата хăвăртрах иртет, паллăсем сахалрах палăраççĕ. Коронавирус ÿпке, чĕре, юн тымарĕсемпе нерв тытăмĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Нумай пациентăн иммунитет чакать, тавçăрулăх, ăш-чик ĕçĕ япăхланать.

Коронавируспа чирлесе ирттернĕ хыççăн врачпа канашламалла. Чир мĕнле иртнин кăтартăвĕсем, тĕпчевĕсем тăрăх вăл кашни пациента уйрăм сĕнÿсем парать. Пĕтĕмĕшле илсен, çак амакпа чирлесе ирттернисен хăнăхнă пурнăç йĕрки патне майĕпен таврăнмалла. Организма çирĕплетнĕ тапхăрта çуллă, ăшаланă апат-çимĕç çиме, эрех-сăра ĕçме тăхтаса тăмалла. Сиплев физкультури туни, шайлашуллă диета тытни, урамра уçăлса çÿрени, ыйхăпа кану режимне пăхăнни аван.

Коронавируса пула нумай çыннăн юн тымарĕсем сиенленеççĕ, юн çÿревĕн хăвăртлăхĕ чакать, юн çăралнине пула тромб-сем пулаççĕ. Çакă инфарктсен, инсультсен, артери тромбозĕсен, урасен тромбоэмболийĕсен сăлтавĕ пулса тăрать. Çавăнпа чир тапхăрĕнче тата хыççăн юна шĕветекен препаратсем ĕçме сĕнетпĕр.

Паян прививка туни коронавирусран сыхланмалли чи лайăх мел шутланать. Вакцинаци тăвиччен те, тусан та профилактика мерисене пăхăнмалла, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче хÿтĕлев маскисем тăхăнмалла, дезинфекци тумалли шĕвексемпе усă курмалла, социаллă дистанцие пăхăнмалла. Çирĕп организма чир-чĕр часах çулăхаймасть. Çавăнпа та шайлашуллă апатланмалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле, активлă канмалла, кун йĕркине пăхăнмалла, çителĕклĕ çывăрмалла ?7 сехетрен кая мар/, сиенлĕ йăласене пăрахăçламалла. Хамăр сывлăха хамăрăнах упрамалла. Тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ку чухне.

А.ЕРЕМЕЕВА,
терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code