Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 12-мĕшĕнче (ытларикун) Елчĕкри «пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа çуран чупакансен 43-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пуçланать.

Çурхи кросс çавăн пекех Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн — СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен 84-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем.

Ăмăрту программи

1 ушкăнра 2011 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2 ушкăнра 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3 ушкăнра 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4 ушкăнра 2004-2006 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра (ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ), 5 ушкăнра 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, 6 ушкăнра 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра, 7 ушкăнра 45 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 55 çултан иртнĕ арçынсем 500 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 8 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 12 результат, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсемпе организацисен, учрежденисен командисен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен 6 результачĕ кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă виçĕ ушкăнри командăсене куçса çỹрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсене «Елчĕк ен» хаçата 2022 çулхи 2-мĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене (хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула), дистанцие палăртнă заявкăсене 10 сехет те 30 минутчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Пандеми тапхăрне шута илсе хăрушсăрлăх йĕркисене те пăхăнмалла. Тĕплĕнрех 2-51-81, 2-55-91 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code