Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Иккĕшĕ те — призер

Вăрнарти «Кристалл» пăр площадкинче республикăри вăтам тата аслă ушкăнсенчи хоккеистсем хушшинче «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илессишĕн финалти вăйăсем иртнĕ.

Аслисен «Елчĕк» команди Вăрнар, Патăрьел, Йĕпреç спортсменĕсемпе тупăшнă. Пĕрремĕш вăйăра Йĕпреçри «Партизана» 4:1 шутпа парăнтарнă хыççăн Елчĕксем кил хуçисене 1:7-пе выляса янă. Çапла майпа турнирăн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.

Вăтам ушкăнри хоккейçăсем те малтанхи тĕл пулăва ăнтарнă — Шупашкар районĕнчи «Бойцы» командăна 3:1 шутпа çĕнтернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа — виççĕмĕш. Ку ушкăнра команда Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсенчен йĕркеленнĕ.

Герой ятне манмаççĕ

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен районти черетлĕ чемпионатĕнче 121 атлет вăй виçнĕ.

Спортсменсен кăтартăвĕсене пĕтĕмпе 26 виçе категорийĕнче палăртнă. Чемпионсене Герой мăнукĕ, Санкт-Петербургра пурăнакан Владимир Беляев тивĕçтернĕ кубоксемпе чысланă. Акă вĕсем: Егор Андреев, Давид Павлов, Кристина Якимова (Курнавăш шкулĕ), Алена Николаева, Руслан Воронцов (Патреккел), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Илья Московский, Матвей Петров (Елчĕк), София Соловьева (Кивĕ Эйпеç), Владислав Дрожжин (Çирĕклĕ Шăхаль)… Ытти призсем ăмăрту йĕркелỹçинчен — Александр Беляевран.

Марафонра ăмăртнă

Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче иртнĕ йĕлтĕрçĕсен уçă марафонне Елчĕксем те хутшăннă.

Хăйсен ỹсĕмĕнче чупса 10 çулти Арина Кантеева (Аслă Елчĕк шкулĕ) 1 çухрăмлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Кĕçĕн Таяпари Олег Головин (30 км) та малти. София Афанасьева (Аслă Елчĕк) 3 км, Данил Медведев (Аслă Таяпа) 15 км тупăшса кĕмĕл, Мария Яковлева (Аслă Елчĕк) бронза медальсене тивĕçнĕ. 7-мĕш класра вĕренекен районăн нумай хутчен чемпионки 10 км дистанцире тĕрĕсленĕ хăйне.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code