Юлашки çулсенче çын шанăçĕпе усă курса преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ ỹссех пырать. Çавна май ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ халăха, уйрăмах аслă çулхисене, ултавçăсенчен асăрханма ыйтать.
Преступниксем теприн сăмахне ăша хывса çăмăллăнах шанса ỹкекен çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсене право йĕркин ĕçченĕсем евĕр тытаççĕ, ултавпа çынсене сехĕрлентереççĕ. Республикăра, сăмахран, çакăн евĕр тĕслĕхсем пулнă. Преступниксем 70-90 çулсенчи ватăсене телефонпа шăнкăравласа вĕсен çывăх тăванĕ пирки «уголовнăй ĕç пуçарнине е автомашинипе çынна çапса хăварнине» хыпарланă. Вĕсем патне пыракан çын урлă укçа-тенкĕ е япала парса ярсанах «айăпçăна» йывăр лару-тăруран хăтарма шантарнă вĕсем.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем нумаях пулмасть çакăн евĕр 15 преступление тупса палăртнă, ватăсем хăйсем патне пынă ултавçăсене 100 пин тенкĕрен пуçласа 350 пин тенкĕ таран (пурĕ 3 миллион тенкĕ) панă. ЧР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн ĕçченĕсем полицин ытти республикăсенчи ĕçтешĕсемпе пĕрле Тутарстан тата Мари Эл тăрăхĕсенчи 6 тата 1 çынна тытса чарнă, вĕсен тĕлĕшпе РФ УК 159 статйинче пăхса хăварнă преступленисен паллисемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Йĕркене пăснисенчен кашнинех тивĕçлипе айăпланă.
И.ЖИРНОВА.