Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Ыйту-хурав

— Терапевта киле чĕнсен вăл мĕн вăхăт хушшинче килмелле?

— 2021 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 4 статйинче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тĕп шухăшсене çирĕплетнĕ. Çав шутра: граждансен сывлăх сыхлавĕнчи прависене тытса пырасси, çак правăсемпе çыхăннă патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ панă чухне пациентсен интересĕсене мала хурасси, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ.

Медпулăшу пахалăхлă пултăр тесен медицина организацийĕн граждансене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе çыхăннă патшалăх гарантийĕсен программипе килĕшỹллĕн ĕçлемелле. РФ Правительствин 2021 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче йышăннă 2505 №-лĕ постановленийĕпе 2022, 2023 тата 2024 çулсем валли çакнашкал программа çирĕплетнĕ. Ун тăрăх участок терапевчĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен, участок педиатрĕсен пациент патне 24 сехет хушшинче çитмелле. Пирваях асăннă саккунăн 98 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн медицина организацийĕсем тата медицина ĕçченĕсем РФ саккунĕсем тăрăх сывлăх сыхлавĕнчи правăсене пăснăшăн, çав шутра медицина пулăшăвĕ панă чухне çыннăн сывлăхне сиен кỹнĕшĕн, явап тытаççĕ. Çавăнпа та терапевт вăхăтра пациент патне çитмесен вăл саккун тăрăх явап тыма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code