Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Сăваплă ĕçре

Кăçал районти медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне нихçанхинчен анлă паллă турĕç. Елчĕкри культура керменне паян çак сферăра ырми-канми вăй хуракан шурă халатлă тухтăрсемпе сестрасем, тирпейлỹçĕсем, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Пурте ăшă кулăллă, савăк кăмăллă пулни тỹрех курăнчĕ.

Пухăннисем чи малтанах районти тĕп больницăра тĕрлĕ вырăнта вăй хуракансен ал ĕçĕсен куравĕпе кăсăкланса паллашрĕç. Пушă вăхăт епле çитереççĕ-ши? Мĕн кăна ăсталамаççĕ шурă халатлисен ылтăн аллисем! Ачасен «Тавах, тухтăр!», «Тавах, медсестра!» ỹкерчĕкĕсем, районти тĕп больница пурнăçĕнчи сăн ỹкерчĕксем уява тата илем кỹчĕç, вĕсене курсан кĕмĕл çỹçлĕ ветерансен çамрăклăха аса илсе ăшă туйăм çуралчĕ.

Уяв чăннипех те савăнăçлă иртрĕ. Надежда Уркова тĕп врач ĕçтешĕсене саламласа çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем сунчĕ, хастар ĕçшĕн тав турĕ. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан чылай çын тỹрĕ кăмăлпа, чун-чĕре ăшшипе вăй хунăшăн тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсене, чечек çыххисене тивĕçрĕ. Сăваплă професси çыннисен ырă ячĕсене аса илсе те пĕтереймĕн. Тав хучĕсене район хаçачĕн журналисчĕсем те тивĕçрĕç.

— Сирĕн аллăрта çын сывлăхĕ, эсир кунсерен çынсен пурнăçне сыхласа хăварассишĕн вăй хуратăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май.

Вăл район больницинче чылай çул тăрăшса сумлă ят çĕнсе илнĕ ветерансене — Александр Лапшина, Тамара Байдугановăна, Галина Скворцовăна районăн 95 çулĕ тĕлне хатĕрленĕ асăну медалĕсене çакса ячĕ.

Уяв концерчĕ Аслă Елчĕк шкулĕ çумĕнчи сывату лагерĕнчи çамрăк пациентсем шурă халатлă ĕçченсене халалланă сăвăсем вуланипе уçăлчĕ. Унтан ăна Чăваш патшалăх симфони капеллин «Музыка сыватать» программи малалла тăсрĕ.

х х х

Медицина ĕçченĕсене республикăра та тивĕçлипе чысланă. Район больницинче 60 çула яхăн вăй хуракан Анатолий Молоствов психиатр тухтăр ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тата сехетне тивĕçнĕ. Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕ (заведующийĕ Валентина Головина) республикăри ФАПсем хушшинчи конкурсра çĕнтернĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: награда илнисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code