Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушă чир

Хăрушă чир

Наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă япаласемпе иртĕхни çынна çынлăхран кăларать, обществăна хавшатать.

Мĕнлерех витĕм кỹрет-ха вăл? Наркотикпа минренĕ çын чи малтанах чун-чĕрепе ỹт-пỹ ыратăвне туйма пăрахать, сисĕмлĕхĕ чакать. Вĕчĕрхенỹ, сỹрĕклĕх аталанать, кăштахран савăнăç валли çине-çинех черетлĕ дозăсем кирлĕ. Мĕнле сиен кỹрет вăл? Малтанах тĕп нерв тытăмне, пуç мимине, ар органĕсене, пĕвере хавшатать. Наркотиксемпе тăтăшах усă куракан çирĕп сывлăхлă çынсем те вунă çултан ытла пурăнаймаççĕ. Таса шприцсемпе усă курманнипе вĕсен хушшинче СПИД, гепатит тата ытти нумай чир сарăлать.

Наркотик тĕсĕсем:

  • кантăртан хатĕрленисем;
  • мăкăньрен хатĕрленисем;
  • кокаин;
  • синтетика наркотикĕсем.

Наркотикпа иртĕхекенсене 16 çултан яваплăх кĕтет. Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕн 20.20, 20.21, 20.22 статйисемпе килĕшỹллĕн, сăра, спирт ĕçнĕ е психотроплă хатĕрсемпе усă курнă хыççăн обществăлла вырăнта çỹрекенсене административлă майпа айăплаççĕ. Енчен те ача 16 çул тултарман пулсан, яваплăх ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе пулать.

РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.9 статйи тăрăх, врач хушмасăр наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă хутăшсемпе усă курнăшăн гражданина административлă майпа айăплаççĕ.

РФ Уголовнăй кодексăн 228 статйипе килĕшỹллĕн, наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе (сутни, упрани тата ытти те) çыхăннă преступленисемшĕн 20 çул таран, наркотик пур ỹсен-тăрансене ỹстернĕшĕн 8 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Енчен те асăннă е ытти саккунсене пăснă тĕслĕхсем пулсан граждансене Елчĕкри полици пайне шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Э.НИКОНОВ,
полици пайĕн начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code