Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Никӗс ҫирӗп пулсан…

Никӗс ҫирӗп пулсан…

Паян районти тӗп библиотекӑра Н.Д.Ларионовӑн «Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке хаклавӗ иртрӗ.

Кӗнекене хаклама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, кӗнеке авторӗ Николай Ларионов, Илья Кузнецов тата унӑн тӑванӗсем, пӗрле ӗҫленӗ тус-юлташӗсем, районти вулавӑш ӗҫченӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем хутшӑнчӗҫ.  

Н.Д.Ларионов – 1952 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ. Патӑрьелӗнчи издательство ҫурчӗн директорӗнче, районти «Авангард» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ. Ултӑ кӗнеке авторӗ.

«Никӗс ҫирӗп пулсан…» кӗнеке нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Шупашкарта «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене автор Чӑваш енри мухтавлӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ. Район 95 ҫул тултарнӑ май кӗнекен тӗшши питех те вырӑнлӑ.

Малтанхи страницӑсенче Елчӗк тӑрӑхӗнчи паллӑ ялсенчен пӗри – Курнавӑш ялӗ ҫинчен ҫырса парать автор. Кунта ял мӗнле пуҫланса кайни, мӗнле аталанса пыни ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Ҫӗнӗ самана ҫулӗсенче кӑна Курнавӑш ҫыннисем патшалӑхӑн вунӑ орденне тивӗҫнӗ. Виҫҫӗн – Раҫҫей тава тивӗҫлӗ работникӗ, 16 ҫын – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Курнавӑшран пӗр  ҫын РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне, пилӗк ҫын Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн депутатне суйланнӑ. Кунсӑр пуҫне ял ҫыннисенчен ҫиччӗшӗ тӗрлӗ наукӑсен кандидачӗсем, тӑваттӑшӗ – спорт мастерӗсем. Курнавӑшра ҫуралса ӳснисен шутӗнче культурӑпа искусствӑра, халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферисенче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсем чылай. 

Кӗнекере хисеплӗ те сумлӑ, мухтавлӑ та сӑпайлӑ Кузнецовсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Уйрӑмах автор Илья Васильевич Кузнецов кун-ҫулне ҫутатать. Илья Васильевич 1956 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Курнавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах алли-ури ӗҫ ҫумне ҫыпҫăнать. «Лаша пуласси – тихаран, ҫын пуласси – ачаран паллӑ» — тенӗ ӗлӗкрен чӑвашсем. Чӑнах та пултаруллӑ ачасем ҫитӗннӗ Кузнецовсен туслӑ ҫемйинче. Илья Васильевичах илер – вӑл — Елчӗк районӗн, Курнавӑш ялӗн хисеплӗ ҫынни, Раҫҫей пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хисеплӗ работникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, чи лайӑх муниципалитет служащийӗ…

Кӗнекене йышлӑ ҫемье архивӗнчен илнӗ сӑн ӳкерчӗксем пуянлатаҫҫӗ. Кузнецовсем тӑхӑр пӗртӑван. Кашнийӗн хӑйӗн ҫемйи, хӑйӗн ӑраскалӗ.

Мероприятие хутшӑннӑ кӗнеке авторӗ Николай Ларионов, пӗрле ӗҫленӗ тус- юлташӗсем ырӑпа асӑнса тухса калаҫрӗҫ.

Район администрацин пуҫлӑхӗ Леонард Левый Илья Кузнецова Тав ҫырăвӗпе пӗрле район 95 ҫул тултарнӑ май тухнӑ юбилей медальне парса чыс турӗ.

Илья Васильевичӑн аппӑшӗ, Галина Ертмакова, Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн директорӗ, истори наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачалӑхри самантсене аса илчӗ, пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ.

Тӗлпулӑва хутшӑннисем кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code