Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене шкула кайма — капăр çи-пуç

Ачасене шкула кайма — капăр çи-пуç

«Пятерочка» суту-илỹ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă уйрăм çыннăн «Уют» салонĕнче çурт ăш-чиккине илем кỹме усă куракан пахалăхлă пусма-таварпа ытти кирлĕ япаласем, хĕрарăмсемпе çамрăксем, ача-пăча валли тĕрлĕрен илемлĕ çи-пуç сутнине районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ.

Алена Васильева уйрăм предприниматель халăх кăмăлне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Паллах, çынсем мĕнле таварсене ытларах ыйтнине чи малти вырăна хурать вăл. Çав вăхăтрах пуçаруллă çамрăк çĕнĕлĕхсене те ыттисенчен маларах ăса хывма, ĕçе кĕртме теветкеллĕхпе хăюлăх çитерет. Пĕр вырăнта «мăкланса» ларманни — ялан шыравра пулни, пушшех, ăна малалла талпăнма хавхалантарать.

«Уют» салонра витринăсем тăтăш çĕнелсех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра, акă, çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, ашшĕ-амăшĕсем кунта тĕрлĕ ỹсĕмри ача-пăча — арçын ачасем, хĕр ачасем валли те, шкул формисене те туянма пултараççĕ. Сăмах май, юлашки çулсенче районти шкулсен администрацийĕсем вĕренекенсен шкула тăхăнса пымалли çи-пуçĕ тĕлĕшĕпе çирĕп дресс-кода пăхăнма ыйтнине пĕлетпĕр. Çакна кура ашшĕ-амăшĕсен шкул кĕписене туянас тесен, вĕсене Елчĕкре тупса илме пулманран, ятарласа Шупашкара е ытти хулана çитсе килме тивнĕ. Унта каякан транспорт тăкакĕсем те пĕчĕк мар, яра куна вăхăт та çухалать. Халĕ ку енĕпе ашшĕ-амăшне çăмăллăх пулĕ тесех калас килет. Вĕсем «Уютра» пулса, чăннипех, хăйсене килĕшекен, çĕнĕ модăпа çĕленĕ шкул кĕписене тата ытти кирлĕ çи-пуçа та, тупса илме пултарасран иккĕленмелли çук. Мĕншĕн тесен кунта вĕсем темĕн тĕрли те пур. Чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕр-ывăлĕпе кунта килĕшекен шкул кĕписене туянма тытăннă ĕнтĕ.

— Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çывхарса пынă май Патăрьел районĕн çыннисем те пĕрин хыççăн тепри пирĕн салонра пулма кăмăл турĕç. Вĕсем пĕлсех ятарласа шкул кĕписем туянма килнĕ, — терĕ Алена Васильева.

Уйрăм предпринимательтен шкул кĕписене кỹрсе килес шухăш ăçтан çурални çинчен ыйтсан:

— Ача чухнех шкул кĕпине пит килĕштереттĕм, ăна хывмасăр çỹрес килетчĕ. Шкул кĕпи пурне те килĕшет, илем кỹрет. Çав вăхăтрах ăна тăхăнни сум кỹнĕн, тăрăшса вĕренме хистенĕн туйăнать, — терĕ. Çак сăмахсем çумне хушса каламалли урăх çук та…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code