Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу кỹреççĕ

Пулăшу кỹреççĕ

Чăваш Енĕн Украинăна командировкăна каякан ОМОН сотрудникĕсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу питĕ кирлĕ.

Район территорийĕнче ĕçлекен организацисем, предпринимательсем, уйрăм çынсем вĕсен нушине ăнланса вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Черетлĕ пулăшăва хальхинче Ильяпа Леонид Григорьевсем, Вадимпа Артем Черновсем уйăрнă. Чи малтан кирлĕ апат-çимĕç — минераллă шыв, тĕрлĕ напиток, кĕрпе, макарон, тушенка, чей, кофе, типĕ сĕт, печени тата ытти те — ятарлă операцие хутшăнакансемшĕн пысăк парне. Гуманитари пулăшăвĕн пысăк пайне — 1200 савăт минераллă шыва тата хăйĕн предприятийĕ туса кăларакан напитока Илья Григорьев уйрăм пайтаçă панă. Кун пек пулăшăва пуçласа тỹпе хывмасть вăл. «Z» çĕнтерĕвĕн символĕллĕ напитоксене Илья Донбаса маларах чăваш эстрада артисчĕсем урлă парса янăччĕ.

Сăваплă ĕçпе палăрнă пайтаçăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уйрăммăн палăртнă, пĕр шухăшлă пулса теприн нушине ăнланнăшăн, патриотизм туйăмне çỹллĕ шайра тытнăшăн пысăк тав сăмахĕ каланă, ĕçре ăнăçусем суннă.

Сăн ỹкерчĕкре: Леонард Левый предпринимательсене тав тăвать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code