Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Астăвăм урокĕ

Астăвăм урокĕ

Пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ «Çĕнтерỹ диктантне» çапла хаклас килет. Ăна Елчĕкри вăтам шкулта та çỹллĕ шайра йĕркелерĕç.

«Единая Россия» партин патриотла акцийĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историне тĕпчес ĕçе çамрăксене явăçтарассипе, вĕсен патриотла туйăмне çăклессипе çыхăннă. Унта хутшăннисене асăннă çыру ĕçĕ мăн асаттесен паттăрлăхĕ çинчен çĕнĕ информаци пĕлме те май парать.

Диктант тест майĕпе иртрĕ. Унта педагогсемпе çамрăк армеецсем, волонтер юхăмĕн хастарĕсемпе кадетсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. 45 минутра кашниех 25 ыйтăва тĕрĕс уçса пама тăрăшрĕ. Ĕçе пурнăçланисене пурне те ятарлă Сертификатпа хавхалантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсем вара финалистсен Дипломне, аслă шкулсене вĕренме кĕме хушма балсене тивĕçĕç.

М.ЖУРАВЛЕВА,
вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code