Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инженер та, комбайнер та…

Инженер та, комбайнер та…

Елчĕк тăрăхĕн тĕп пуянлăхĕ — алла çăкăр илес тесе хуçалăхсен уйĕсенче ырми-канми вăй хуракан пултаруллă ĕçченĕсем.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче тăрăшакан Валерий Куприянов тĕп инженер çураки тата вырма тапхăрĕсенче трактор, комбайн штурвалĕсен умне ларать. 1988 çултанпа вăл çак ĕçсенче. Шаннă тивĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать, пĕрле ĕçлекенсене ырă тĕслĕх кăтартать.

2014 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята пани те нумаййи çинчен калать.

— Çакăн пек ĕçченсем пуртан ура çинче çирĕп тăрать хуçалăх, — палăртать Петр Скворцов директор.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Куприянов çĕр ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code