Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Астăвăм вăхăтран вăйлăрах»

«Астăвăм вăхăтран вăйлăрах»

Елчĕкри тĕп библиотекăра «Астăвăм вăхăтран вăйлăрах» кĕнекен хаклавĕ иртрĕ. Ăна хаклама унăн авторĕсем — Сергейпе Ольга Егоровсем, кĕнекери тĕп сăнарăн Яков Андреевич Андреевăн мăнукĕ — Маргарита Павловна Антипова, ытти тăванĕсем, районти таврапĕлỹçĕсем, библиотекарьсемпе вулакансем хутшăнчĕç.

Кĕнекере Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, ХХ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенчи политика деятелĕ, 1932-1937 çулсенче Чăваш обкомĕн ВКП(б) 2-мĕш секретарĕ пулнă Яков Андреевич Андреев кун-çулĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Унăн авторĕсем патшалăх архивĕн, çемье архивĕн докуменчĕсемпе, Яков Андреевăн мăнукĕн — М.Антипован аса илĕвĕсемпе анлăн усă курса хатĕрленĕ.

Яков Андреев 1888 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн Элкел вулăсне кĕнĕ (халĕ Елчĕк районĕ) Элекçей Тимеш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Андрей Николаев — чăваш, амăшĕ — Евдокия Максимова вырăс пулнă. Çемьере Яков , Елена (1892), Иван (1895), Феодосия (1900 ç, çак çулах вилнĕ), Анна (1902), Петр (1905) ачасем кун çути курнă. Хĕрсенчен чи асли Елена Елчĕкре çуралса ỹснĕ Митрофан Федотович Воронов çар çыннине, Анна Патреккел ялĕнчи Василий Ильич Петров вĕрентекене (вăл каярах милиционер, хуçалăхра счетовод пулса ĕçленĕ) качча тухнă. Иван Элекçей Тимеш ялĕнче пурăннă, Петр ỹссе çитĕнсен ялтан тухса кайнă.

Яков Андреевич Пĕрремĕш тĕнче, Граждан вăрçисене хутшăннă. Елчĕк районĕшĕн питĕ нумай ĕç тунă. Вăл пĕр ял хĕрне Пелагея Семеновна Семеновăна мăшăр тунă, çемьере 7 ача (Августина, Галина, Леонид, Анатолий, Калерия, Николай, Ирина (кĕçĕнлех вилнĕ) çуралнă. Ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕнекене тĕплĕн вуласа пĕлме пулать.

Хаклав вăхăтĕнче авторсем кĕнеке мĕнле кун çути курни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Яков Андреевичăн пурăннă вăхăтра хăйĕн пурнăçĕ пирки кĕнеке çырас ĕмĕчĕ пысăк пулнине палăртрĕ Маргарита Антипова мăнукĕ. 87 çулхи хĕрарăм хăйĕн калаçăвĕнче кукашшĕ мĕн тери пысăк чун-чĕреллĕ çын пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Кĕнекене хакласа Владимир Московский, Николай Малышкин, Владимир Галошев тата ытти тавра пĕлỹçĕсем те сăмах илчĕç, вĕсем авторсене çакăн пек пĕлтерĕшлĕ кĕнеке кăларса район халăхĕшĕн пысăк парне тунăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Хаклава библиотека ертỹçи Алина Петрова пĕтĕмлетрĕ.

Наталья ПЕТРОВА,
библиотекарь.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Сергей Егоров, Маргарита Антипова, Алина Петрова, Ольга Егорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code