Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Люба — чемпионка!

Люба — чемпионка!

Зеленодольск хулинче йывăр атлетсен харăсах икĕ тупăшăвĕ иртнĕ: Олимп чемпионне А.П.Курынова асăнса Раççей шайĕнчи турнир тата Белорусси атлечĕсем хутшăннипе йĕркеленĕ халăхсем хушшинчи ăмăрту.

Вĕсенче пирĕн ентешсене — Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕсене — питĕ ăнăçнă. Аслă Пăла Тимеш хĕрĕ, республикăри Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕн представителĕ Любовь Мышова (пĕрремĕш тренерĕ Александр Портнов) 45 килограмлă атлетсен хушшинче икĕ енлĕ кĕрешỹре 116 кг йăтнă. Çапла майпа спорт мастерĕ пĕтĕм Раççей турнирĕн «ылтăнне», халăх хушшинчи ăмăртун «кĕмĕлне» çĕнсе илнĕ.

Унтах Питтĕпел каччи, Шупашкарти В.С.Соколов ячĕллĕ Спорт шкулĕнче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ Артемий Перцев (пĕрремĕш тренерĕ Виталий Марков) 67 кг виçе категорийĕнче пĕтĕмпе 223 кг пуçтарнă. Çакă ăна асăннă тупăшусенче икĕ бронза медальлĕ пулма май панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code