Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă хыпар ырăлăх парнелет

Ырă хыпар ырăлăх парнелет

Кун-çул историне тăрса юлакан юбилейлĕ — район 95, район хаçачĕ 90 çул тултарнă çулталăк та — çиçĕм евĕр ялкăшса илнĕн хăвăрт иртсе кайрĕ. Çавна май район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă, ырă хыпарсемпе савăнтарнă ялкорсене тулли те ăшă кăмăлпа аса илетпĕр. Н.Алексеев, А.Тимофеев, Н.Адюков, А.Сорокин (Елчĕк), З.Портнова, В.Плотников (Аслă Пăла Тимеш), Ю.Гордеев, И.Трофимов (Кушкă), В.Телей (Лаш Таяпа), В.Московский, В.Сардаев (Акчел), Л.Казначеева (Вăрăмхăва), В.Сазонов (Кỹлпуç), Л.Енедерова (Тăрăм), Л.Адюкова, В.Вастулова (Аслă Елчĕк), В.Краснова (Чăваш Тăрăмĕ), В.Козлов, В.Захаров (Анатри Тимеш), Н.Ларионов, Р.Макарова (Чĕмпĕр), М.Петрова (Тăвай районĕ), Е.Григорьева, Н.Петрова (Тỹскел), О.Австрийская (Шупашкар), Н.Мустаев (Çĕнĕ Эйпеç), И.Волкова, З.Михеева (Хăвăлçырма) тата ытти ялкорсем хăйсен статйисенче район пурнăçĕпе, унăн историйĕпе çыхăннă тĕрлĕ темăсене хускатрĕç. Чылай çул хушши çыхăну тытса хаçата пуянлатма пулăшакан авторсене малашне те пирĕнпе пуласса шанатпăр. Хисеплĕ туссене, вулакансене, çавăн пекех почтальонсене те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунатпăр.

Хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code