Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Медальсемпе чысланă

Медальсемпе чысланă

Раççейри пенсионерсен канашĕн районти уйрăмĕ Çĕнĕ çул умĕн Советлă Социализмла Республикăсен Союзне (СССР) йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа йĕркелесе ирттернĕ тĕл пулăва тĕрлĕ сферăра ĕçленĕ ветерансемпе пĕрле Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов тата ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç.

Вăрттăнлăх мар: паянхи ĕç ветеранĕсем пурте ССР Союзĕнче çуралнă. Çакна кура пухăннисен умĕнче чи малтан Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан, шкулта нумай çул истори предметне ертсе пынă Владимир Плотников анлă докладпа тухса калаçрĕ.

Пенсионерсен канашĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Вера Васильева 2022 çулта йĕркеленĕ ĕçсем çинчен уйрăмшарăн чарăнса тăчĕ, чи хастар ветерансене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Леонард Левый СССР йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕсемпе АПК ветеранĕсене чысларĕ.

Пĕрле пухăннипе усă курса ĕç ветеранĕсем ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code