Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханулăх — малти вырăнта

Асăрханулăх — малти вырăнта

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен, муниципаллă округăн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ 2022 çулхи юлашки тунтикунхи канашлура чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе, террора хирĕçле тимлессипе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ĕçĕсене сỹтсе явассине тĕп вырăна хучĕ.

…Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен тапхăрĕнчи вăрăма тăсăлакан канмалли кунсене тулли савăнăçпа, инкек-синкексĕр ирттересси, паллах, район ертỹлĕхне шухăшлаттарать. Çакна шута илсе Леонард Левый тĕрлĕ службăсен (полици, пушар асăрхавĕн уйрăмĕпе газ участокĕ) ертỹçисен отчетне итлерĕ. Обществăлла хăрушсăрлăха вăйлатасси, террора хирĕçле ĕçсене асăрхаттарассин, халăх йышлă пулакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин, хваттерсемпе уйрăм кил-çуртсенче газ оборудованийĕсемпе усă курассин тĕлĕшпе ятарлă службăсем куллен тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ. Анчах уявсен вăхăтĕнче тимлĕхе тата ỹстермеллине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Полици пайĕн начальникĕн çумĕ А.Карабурнашев, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.Сайкин, газ участокĕн пуçлăхĕ А.Львова асăннă службăсенче çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе тата малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

…Савăнăçлă самант пирки чарăнса тăма тата кăмăллăрах. Иртнĕ кунсенче энергетика отраслĕнче вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тунă. Çакна асра тытса Леонард Васильевич «Россети Волга — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн районти электричество сечĕн коллективĕ пирки ырă сăмахсем каларĕ. Вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланине палăртрĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Юрий Хушкин ертỹçĕне «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе, баланс ушкăнĕн ертỹçине — Алексей Хушкина, Георгий Егоров электромонтер-водителе, Юрий Кантеев, Алексей Катин электромонтерсене район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçне (ертỹçи — Василий Григорьев) республикăри колллективсем хушшинче ĕçе йĕркелесе пырассипе ирттернĕ смотр-конкурсра чи лайăххи тесе палăртнă. Леонард Левый асăннă коллектива кубока тата I степень диплома тивĕçнĕ ятпа саламларĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code