Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова сăмах илчĕ. Алина Геннадьевна округра пыракан юсавпа строительство ĕçĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал пайĕн ертỹçи Василий Григорьев пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе, пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсем мĕнле лару-тăрура пулнипе паллаштарчĕ.
Пирĕн округра пушарсен вăхăтĕнче усă курмалли 259 шыв управĕ пур. Çав шутран 37-шĕ (11-шĕ Елчĕк ялĕнче вырнаçнă) — пушар гидранчĕсем, 63-шĕ — ятарласа хатĕрленĕ усравсем, 21-шĕ — кỹлĕсемпе çырмасенче хатĕрленĕ вырăнсем, 138-шĕ — пушар резервуарĕсем. Пушар хурал уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсене çулталăкра икĕ хут тĕрĕслесе шыв управĕсен юсавлăхне, вĕсем патне чăрмавсăр пырса çỹреме май пуррине, тивĕçлĕ паллăсене тĕрĕс вырнаçтарнине палăртаççĕ. Çак кунсенче ирттернĕ черетлĕ тĕрĕслев 2 пушар гидранчĕ тата 2 пушар резервуарĕ юсавсăррине, чылай вырăнта кирлĕ паллăсем çуккине кăтартса панă. Асăннă тĕслĕхсемпе çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса тивĕçлĕ йышăну тунă.
— Инкек вăхăтĕнче кашни çеккунт хаклă. Пушар тапхăрĕнче усă курмалли шыв управĕсенчен шыв илесси, унта пырса çỹресси кирек хăçан та чăрмавсăр пулмалла. Паллăсем вырăнта пулни вара вăхăта перекетленинче, инкеке хăвăрт сирессинче тата пурлăха упрассинче пысăк пулăшу кỹнине асрах тытар, — палăртрĕ Леонард Васильевич.
Елчĕкри тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Алина Патшина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе старт илнĕ «Сывлăх патне утăм» проект округра мĕнле йĕркеленсе пыни пирки каласа пачĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, июнь-август уйăхĕсенче пурĕ çакăн евĕр 15 тĕрĕслев: çывăх вăхăтра — июлĕн 5-мĕшĕнче — Елчĕкри пасар территорийĕнче, июлĕн 11-мĕшĕнче — Кĕçĕн Таяпара, июлĕн 12-мĕшĕнче — Кармал ялĕнче иртĕç. Тухтăрсем халăха çак тĕрĕслевсене хастар хутшăнма ыйтаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.

