Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шур халатлă хĕрарăм

Шур халатлă хĕрарăм

Елена АКСУПИ

Калав

Пуçламăшĕ 23-мĕш номерте.

Хуравĕ кăмăлне каймарĕ Маринăна. Мĕнле çăмăлттай! Çак тĕттĕмре епле пĕччен кайса килĕ инçет урамри çурта? Канăçсăр фельдшер пуçтарăнма пуçларĕ. Урамра асар-писер çиллĕ çумăр алхасать. Пỹрт тăрринче антенна улать. Ку çанталăкра ырă хуçи йыттине те витерен кăлармасть. Ял тухтăрĕ вăл йытă мар çав, ĕçĕ кăна унăн йытă ĕçĕ. Кăвак çутăлла тăк кăвак çутăлла, çур çĕрте тĕк çур çĕрте… илсе тухса каяççĕ. Тертленмелли тупăнсах тăрать. Тăтăш чирлекенсем пайтах ялта. Ни ыйхи, ни чăпти.

— Мĕншĕн Татьяна Павловна пульницăна кăнтăрла пыман-ха? Кунĕпех ĕçре пултăм-çке, — çĕр тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ çамрăк тухтăра.

Шăппăн урама тухрĕ. Алăка хупса юлма тăнă Клавди аппа икĕ пĕççине шарт çапа-çапа кулянсах юлчĕ. Фельдшера хирĕç никам та килменнине йышăнасшăн пулмарĕ хĕрарăмăн ăслă-тăнлă пуçĕ.

Ахальтен каламаççĕ хĕрсен куçĕ кушакăнни пек çивĕч тесе — васкаса таплаттарса пыраканскер кỹршĕ Кăйкăрсен айккинче тăкăрлăкра çăмăл машина тăнине курах кайрĕ. Юнашар арçынсем калаçаççĕ пек тата. Хытах мар та — сăмахĕсене уйăрма, тăнлама пулать. Тупата Турăшăн та, ăна кĕтеççĕ вĕсем. Чун-чĕринче тем кунĕпех лăпкă мар — акă мĕне систерсе кăлтăртатнă иккен чунĕ. Марина тухтăрăн самаях йывăр сумкине çурт умĕнчи вутă шаршанки çине ывăтрĕ те мĕнпур вăйне пухса килнелле тара пачĕ.

— Тытăр ăна, тытăр! Ав, ун мĕлки пулас. Пăхăр-ха кутăн чакмасть-и çак? Тарса ỹкет вĕт! — янрашать Ваçлей. — Каларăм хапхи умнех пырса тăмалла тесе. Итлемерĕр мана. Чавсăра çыртăр халь!

— Ничаво! Пурпĕр пирĕн ял кинĕ пулать — шыв айĕпе ишекен карап çинчен ăçта тарать вăл! — тискеррĕн кулать тепри — палланă-палламан сасли.

Чĕтрене ернĕ Маринăна хваттер хуçи, Клавдия Васильевна, аран-аран лăплантарма хал çитерчĕ. Йĕме ниепле чарăнайманнине кура тĕпсакайĕнчен хăйĕн фирменнăй чаплă шĕвекне — улма-çырлапа тата сиплĕ курăксемпе пыллантарнă эрехне туртса кăларчĕ. Çур черкке те ĕçеймерĕ пике — пуçне кайрĕ, лăпланса çывăрса кайрĕ.

— Ав еплерех иккен — Улька юратăвĕ. Çав çынна кĕтсе пурăннă-ши ман тантăш? Лешĕ вара? — çапла шутласа пуçтарчĕ çамрăк тухтăр пур-çук туприне. Ирпелен япалисене чăматана чикрĕ вăл. Клавдия Васильевнăна ыталаса чуптуса ырă кăмăлĕшĕн тав турĕ те Инзăна пуçтарăнчĕ. Канлĕ ĕçлесе пурăнасси пĕтрĕ уншăн ку ялта. Район пульницин тĕп тухтăрĕ патĕнче Марина Колесникова ыйтса çырнă хут тахçантапах выртать. Тен, халь мĕн те пулин улшăнĕ? Шаннă йăвара кайăк пурах! Çынсене шанма пăрахсан пурнăç тĕксĕмленсе каясси паллă.

Николай Зиновьевич ĕçчене хапăл пулчĕ. Яланхилле хĕвел пек çуталса кĕтсе илчĕ вăл Çĕмĕртлĕ фельдшерне.

— Ырă кун пултăр сире те, Марина Григорьевна. Мĕнле халсемпе килсе çитрĕр? Уйăх вĕçĕнчи тата тепĕр кĕçнерникун çитрĕ-им ĕнтĕ пирĕн? Да, да… Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа иртет, да, пире ватăлтарать, — пикене хирĕç утрĕ тарават тĕп тухтăр.

— Çук-ха, Николай Зиновьевич, çук, — кĕç-вĕç йĕрсе ярасла хуравларĕ Марина. Ватăлма иртерех-ха, тесшĕнччĕ вăл.

— Чим-ха, чим, эс йĕместĕн пуль? Кам кỹрентерчĕ сана, чиперука? Кам хăйнă пирĕн хĕвеле хура пĕлĕтпе хуплама? Ак час çумăр лỹшкеме пуçлать. Тăхта-ха, тăхта. Веçех йĕркипе каласа пар, — çав хушăра алăкне уçса пулăшаканне хăйне чăрмантармалла маррине систерчĕ.

Николай Атряскин ку ĕçре нумай вăхăт хушши вăй хурать. Ырă чунлисемпе тỹрĕ кăмăллисене чапрас та чурăссисенчен уйăрма тахçанах вĕренсе çитнĕ. Медицина училищи хыççăн пĕчĕк яла ĕçлеме кайма хăраман Колесникова патне тĕп тухтăрăн пĕр ỹпкев те çук. Халĕччен пур енĕпе те пултаракан хĕре мухтаса пĕтерейместчĕ-ха вăл. Мĕн пулнă-ши хальхинче? Кам кỹрентернĕ-ши ăна?

— Лар-ха, лар, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар, мĕн хистерĕ сана инçетри вăрман хушшинче никĕсленнĕ ялтан çапла васкаварлă ман пата килсе çитме? — хул пуççийĕнчен тăванла лăпкарĕ ашшĕ çулĕнчи пуçлăх. — Мĕн пулса тухнă сан участокунта? Аслă çул çине каллех çуран тухрăн пуль-ха?

— Тавах Турра, веçех йĕркеллĕ, чирлисем хуллен сывалаççĕ. Çуратмаллисем йĕркеллех çỹреççĕ. Эп, эп… — ниçтан тĕп сăмахне калаймарĕ пике. — Николай Зиновьевич, илĕр мана район пульницине ĕçлеме. Хуть те мĕнле уйрăмра та тăрăшма хатĕр. Мана шанăр çеç.

— Мĕн пулнă чиперккене? Кам кỹрентерме хăйнă хĕвел пикине? — тăван ачине хỹтĕлесшĕн пулнă пек хулĕнчен лăпкарĕ тĕп тухтăр районти чи çамрăк фельдшера.

— Николай Зиновьевич, училище хыççăн яла кайма направлени парсан пĕр турткаланса тăмасăрах килĕшрĕм, вырăна çитсенех тỹрĕ кăмăлтан хамăн тивĕçе пурнăçлама пуçларăм. Анчах та яла пуçĕпех пурăнма юлатăп тесе нихăçан та шутламан эп. Ĕненĕр мана, Çĕмĕртлĕ ялĕ ман ĕмĕтри ял мар вăл.

— Вара сана никам та унта вăйпах хăварасшăн мар-çке, пуçна мĕншĕн ку ыйтупа ыраттаратăн? Хальлĕхе ĕçле-ха, кайран куç курĕ унта, — ниепле те ăнланаймарĕ Марина шухăшне шурă çỹçлĕ пуçлăх.

— Мана… Мана ĕнер чутах качча вăрласа каятчĕç! — сасси чĕтрерĕ айванскерĕн. — Тимлĕхе çухатнă пулсан халь эп сирĕн умăрта ларас çукчĕ.

— Ав епле. Каччи сана тивĕçлĕскер-и хуть? Кам? Ăçтан? Кỹрентермерĕ-и? Чăнах-и? — çине-çине ыйту пачĕ тĕп тухтăр. Калаçнăçемĕн питне шуранка тĕс çапрĕ хăйĕнне. Халь вăл, шухăша путнăскер, çывăхскер, хĕре тăван ашшĕне аса илтерчĕ. Вăл та çаплах тĕпченĕ пулĕччĕ, кулянса, пăлханса ỹкĕччĕ.

— Çук-çук, хальлĕхе веçех аван, тархаслатăп сире, Николай Зиновьевич, куçарăр мана район центрне. Юратман çынна качча каяс килмест ман. Йăлăнатăп сире! — медицина ĕçченĕн куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Пике вĕсене типĕтме васкамарĕ. Тутрине аллипе йăваларĕ. Хурав кĕтсе шутсăр пăлханнипе ним тума пĕлмерĕ вăл.

— Юрĕ, ырантан эппин эс районти тĕп пульница ĕçченĕ, япалусене илсе килме машина паратăп ак. Кам пĕлсе çитерет сире унта, çамрăксене. Тен, «юратăву» ял вĕçĕнчех кĕтсе тăрать. Капла янтă машинăпа сиссе те ĕлкĕреймĕ. Эс чăнах та юратмастăн-и çав харсăрскере? Сивлесе йăнăш туса хумăн-и? Юратупа курайманлăх хушши пĕр шит çеç теççĕ. Эх, пĕр енчен питĕ шел паллах — Çĕмĕртлĕ каллех фельдшерсăр тăрса юлать. Мĕн те пулин шутласа тупăпăр, выпускниксене явăçтарма тиветех кăçал та — ялсенчи ФАПсем кĕтеççĕ вĕсене. Кун пирки шухăшламалла пулать.

Марина патне ирех тĕп тухтăр Николай Орлов шăнкăравларĕ. Пикене Çĕмĕртлĕре çураки вĕçлениччен тытăнса тăма, каçсерен чирлисем патне чĕнтерсен асăрхануллăрах пулма ыйтрĕ. Тав туса телефон кĕпçине хучĕ.

Сăмахне тытрĕ Николай Зиновьевич. Шăп уйăхран хĕре илме хăйĕн машинине ячĕ. Пĕр çулталăк районти тĕп пульницăри хирурги уйрăмĕн медицина сестринче вăй хурĕ пике. Кунта та унпа юнашар питĕ аван, ырă кăмăллă тухтăрсем ĕçлеççĕ. Малтанлăха каçсерен Çĕмĕртлĕ çыннисемшĕн тунсăхлакаларĕ-ха вăл, хăйне ватăсем умĕнче айăплă пек туйрĕ, пульницăна лекекенсенчен унти ĕç-пуç пирки ыйткаласа пĕлчĕ — кайран хăнăхрĕ. Çурçĕрте ĕçлекен чăрсăр каччă черетлĕ вахтăран таврăнсан «савнийĕ» пăрахса кайнипе килĕшесшĕн пулман текен хыпар та кĕчĕ пике хăлхине. Анчах та чĕрене хушма çук. Кỹренĕç те, пăрахĕç те терĕ. Юлташ хĕрĕ умĕнче ун чунĕ таса. Тен, чăнахах та Улькапа Витьăн мĕн те пулин пиçсе тухма пултарĕ унта.

Общежитири пỹлĕмре аван хĕрсемпе çуммăн лекрĕ Марина. Зухра ятлă медицина сестрипе туслашса кайрĕç. Каçсерен вăрăм ĕç кунĕ хыççăн Инза урамĕсен илемне ытараймасăр уçăлса çỹрерĕç, вулавăша çырăнчĕç тантăшсем, Культура çуртĕнче иртекен ташă каçĕсене те кайкаласа килчĕç.

Çуллахи ăшă каçсенчен пĕринче çапла пикесем Культура çуртĕнчен килĕ еннелле утаççĕ. Каçĕ тỹлек те ăшă, шăпчăксем юрату юррине шăрантараççĕ, шăрчăксем сĕрме купăсне калаççĕ. Тăрĕччĕç те тăрĕччĕç çĕрлехи ытарайми симфонине итлесе.

— Эх, тунсăх пусрĕ мана. Мĕн тăвас? Общежитие пĕртте кĕрес килмест, юлташăм, ыран мĕншĕн шăматкун е вырсарникун мар-ши? Турăçăм, мĕншĕн каллех кичемлĕх авăрне путарасшăн эс пире? — ассăн сывларĕ Зухра ĕçтешне, кăвак куçлă чăваш пикине, тата кăштах та пулин уçăлса çỹреме чĕнсе.

Унччен те пулмарĕ, каç сĕмлĕхĕнче икĕ мĕлке курăнса кайрĕ — клуб енчен икĕ йĕкĕт чупса килни палăрчĕ — тепĕр çеккунтранах хăваласа çитрĕç пикесене. Çар тумĕпе хăйсем. Илемлĕ, яштака, куçĕсенче хĕлхем вылять.

— Эсир кайнине сисмен те, — тỹрре тухнăн сăмах пуçарчĕ пĕвĕпе çỹллĕреххи. — Сире ташша чĕнесшĕнччĕ. Пăхатпăр та — эсир утса кайнă йĕрсем те типнĕ. Аран хăваласа çитрĕмĕр. Юрать, сирĕн çутă сăнăрсене хыçран уйăх çутатса пырать. Унсăрăн усăсăрах каялла таплаттармалла пулатчĕ.

Шỹтлеме ăста хăйсем. Сăмаха çавăрса калама пĕлекен йĕкĕтсем. Сăн-пичĕсенчен йăл кулă каймасть. Яшсем Ульяновскри çыхăну аслă çар училищин курсанчĕсем иккен. Пĕри — Инза йĕкĕчĕ, кукамăшĕ патĕнче ỹснĕскер, тепри — ун юлташĕ. Иккĕш пĕрле кĕске отпуска килнĕ. Слава иртнинче пĕрре курсах Маринăна юратса пăрахнă иккен. Кун пирки чунне хĕр умĕнче кайран çеç уçрĕ вăл.

Çапла майĕпен çамрăксем хушшинче çирĕп çыхăну тĕвĕленчĕ. Хăй сисмесĕрех пĕрремĕш юрату вут-хĕмĕ хыпса илчĕ сарпикене. Темрен те хăватлă, темрен те çепĕç туйăм. Ун пылакне Славăсăр тунсăхлама, ăна курас килнипе асапланма пуçласан çеç ăнланса илчĕ пике. Салтак çырăвĕсене сар хĕвеле кĕтнĕ пек чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕрле ĕмĕтленнĕ, юнашар утнă чух калаçнă кашни сăмахне, кашни хусканăвне аса илет. Çулталăкран вĕренсе тухса Маринăна ĕçлеме палăртнă çар чаçне пĕрле илсе кайма шантарни те хăлхинчех янăраса тăрать ун.

— Эпир санпа чи телейлĕ мăшăр пулатпăр, ман чиперккеçĕм, ман чĕкеçĕм, — терĕ ăна Слава пĕррехинче кукамăшĕпе паллашма чĕнсе. — Ăна эсĕ питĕ килĕшессе халех пĕлетĕп. Вăл ятарласа паллашмасăрах сана юратса пăрахнă. Пĕр кинемей, кукам юлташĕ, нумаях пулмасть пульницăра хирурги уйрăмĕнче выртнă имĕш, питĕ çемçен укол тунă тет эс ăна. Пĕртте ыраттарман. Аллу та санăн ачашшăн сĕртĕнет. Калаçма та сăпай, çепĕç калаçатăн эсĕ, манăн кăвакарчăнăм, сарпикеçĕм.

— Эс мана ан иментер-ха, — куçне тартать Марина, юратăвне куçăхтарасран шикленет.

Халĕччен никама та капла юратса курманнипе хăй телейне хăй ĕненмест вăл.

— Иментересси пуçра та çук, юрататăп сана, юрататăп, сансăр сывлаймастăп, кулаймастăп, çывăраймастăп, çиейместĕп. Куратăн-и, епле начарланса кайрăм? Эп çур çултан вĕренсе тухатăп, санăн практика вĕçленет. Вара сана çар офицерĕн мăшăрĕ пулма, пире пĕрлешме, манпа пĕрле Санкт-Петербурга çĕнĕ ĕç вырăнне кайма нимĕн те кансĕрлеймĕ. Манпа килĕшетĕн пулĕ тетĕп? — йăтса илсе çавăрчĕ чун савнине, пылак тутинчен чуп турĕ.

— Эсĕ те маншăн ют мар, Раççей çарĕн хăюллă çынни. Санпа çĕр процент таранах килĕшетĕп. Качча илсен пыратăп, — Марина йĕкĕт аллинчен вĕçерĕнсе сукмакпа малалла утрĕ. Слава хăвăрт хăваласа çитрĕ ăна. …Пике автобусран аннă чух çумăр лỹшкесе çăватчĕ. Кĕпи-тумĕнче пĕр типĕ вырăн юлман унăн. Туфлипе утма кансĕррине пăхмасăр васкаса хваттерĕ еннелле вĕçтерчĕ. Отпускра ашшĕ килĕнче икĕ уйăх таранах пурăнма лекрĕ ăна. Амăшĕ вăйлă чирленĕрен урăхла кану пирки ĕмĕтленме те пултараймарĕ Марина. Юлашки кунсенче вуçех те тунсăх пусса çитерчĕ. Ватăсене питĕ ăнланать вăл — вĕсене куллен пулăшу кирлĕ. Чĕре чирĕ пушшех те яваплăха туйтарать. Юлашки вăхăтра амăшĕ тăтăшах сывмарланни кулянтарчĕ ăна. Анчах отпуск та вĕçсĕр мар. Чунĕпе вăл ахаль те тахçанах инçетре — кунтан виççĕр ытла çухрăмра вырнаçнă Инза хулинче. Савнийĕ те кĕтет ăна. Çыру çỹретеççĕ çамрăксем. «Тунсăхлатăп, юрататăп» сăмахсемпе вĕçленеççĕ кĕске хыпарĕсем.

Йĕп-йĕпе чупса çитрĕ вăл килне. Зухра ăна чи малтан тумне ылмаштарма пулăшрĕ, васкаса чей вĕретме лартрĕ. Вара тин кăмăл-туйăмне йỹле ярса хĕрỹллĕн ыталаса илчĕ.

— Аранах çак куна кĕтсе илтĕм, тантăшăм, — терĕ. — Славик та сана кĕтсе хăшкăлнă пулмалла. Асту урăх ун пекех вăрах вăхăта пăрахса ан кай пире — атту сан йĕкĕтỹ тавра пĕр кĕтỹ хĕр явăнать унта. Пĕри, Чĕмпĕртен канма килсе çитнĕскер, утăм тума памасть. Педагогика университетĕнче вĕренет пулас хăй. Тем ашшĕ килне хăнана ытла тăтăш çỹрет вăл. Çулла çитичченех сăнанăччĕ. Студентăн вĕренмелле пуль унăн. Чим-ха, каникул пуль çав халь.

— Ытла хытă ан вăрç-ха айванскере, килĕнчисене курас килет пуль çав çамрăкăн. Эс мĕн ху тунсăхламастăн-и тăван ялушăн, чуншăн çывăх ытарайми тăванусемшĕн? — Марина сăмахĕсенче хуçин кăмăлĕ пăсăлни сисĕнмерĕ. — Славăпа çыру çỹретрĕмĕр. Вăл сутăнчăк маррине пĕлетĕп-çке.

— Мĕн тесе çыратчĕ хуть?

— Ай, ай, веçех пĕлесшĕн эс, тусăм, чее мар-и? — шỹтлерĕ чей ĕçсе ăшăнса çитнĕ Марина. — Ĕшентĕм пулас эп, тем çывăрас килет. Кĕçех пуçне минтер çине хума васкарĕ.

Тепĕр каçхине клуба тухсан Марина Славăна курмарĕ. Ташланă çĕрте те çукчĕ каччă, урамра тăракансем хушшинче те, картлашка çинче те. Çамрăксемпе пăртак калаçкаланă хыççăн пике килне кайма пуçтарăннăччĕ — сасартăк умне Славикăн çарти тантăшĕ пырса тăчĕ.

— Салам, салам, шур халатлă пирĕштиçĕм, курманни чылай пулать. Иртнинче ятарласа сан çине куç хỹрипе те пулин пăхса илес кăмăлпа Инзăна килнĕччĕ — эс яла кайнă терĕç, — пикен мăшăр кăвак куçĕнчен вăтанарах тинкерчĕ вăл.

— Салам, Виктор, эпĕ те сана курма хавас. Тем санпа юнашар уйрăлми çỹрекен юлташна курмастăп. Эсир Чĕмпĕртен, ахăртнех, пĕрле килнĕ? — калаçăва тỹрех Слава çине куçарнипе аванмарланчĕ Марина.

Тĕпчеме чарăнса васкаса урăх темăпа пуплешрĕ:

— Ĕçỹсем мĕнлерех? Сана çыхăну çар училищи хыççăн ăçта ярасси паллă-и-ха? Аçу-аннỹ мĕнлерех пурăнать?

— Чиперех-çке, веçех йĕркеллĕ, пурте аван. Ялунта пурнăç тăнăç тăрать-и? Аннỹ сывалчĕ-и, чиперех-и?

— Тавах, чиперех, веçех аван, — хĕр Виктор ун амăшĕн сывлăхĕпе кăсăкланнине пысăк хак пачĕ пулин те куçне клуб алăкĕ çинчен илмерĕ. Вара савнине кĕтсе илейменнипе килне кайма вăхăт çитнине систерсе тĕттĕмелле тинкерчĕ.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code