Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕмĕршĕн савăнатпăр

Ентешĕмĕршĕн савăнатпăр

Кашни учитель шкултан вĕренсе тухнă ачасен шăпипе интересленсех тăрать. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшса тунă кирек хăш çитĕнỹ те пире савăнтарать.

Çак кунсенче Аслă Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ пулнă, «Газпром газораспределение Чебоксары» АОра автотранспорт службин экскаваторĕн машинисчĕ Виктор Соколов (сăн ỹкерчĕкре) тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк профессионализмшăн, газификацилемелли тата газпа тивĕçтермелли мероприятисен планне пурнăçлас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ.

Виктор шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тăрăшулăхпа палăратчĕ. Вĕренỹре анчах мар, спортра та харсăрччĕ вăл. В.Соколова ĕçре, пурнăçра çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code