Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Малтисем

Шупашкарта Раççей спорт мастерĕн Владимир Сименĕн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри кире пуканçăсен XIII уçă ăмăртăвĕ иртнĕ.

Елчĕксем, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пынипе, яланхи пекех ăнăçлă кĕрешнĕ. Хăйсен виçисенче Давид Портнов, Матвейпа Дарья Петровсем, София Соловьева, Кирилл Сергеев, Тарас Пупин пĕрремĕш вырăна йышăннă. Пилĕк атлет призерсен наградисене тивĕçни те пĕлтерĕшлĕ.

Округ чысне Елчĕк, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Патреккел шкулĕсен спортсменĕсем хỹтĕленĕ.

ГТО тусĕсем

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн номативĕсене пурнăçлассинче округри шкулсенче тăхтав çук.

Елчĕкри вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекенсем «Улăп» ФОКра ултă дисциплинăра тест витĕр тухнă. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи вĕсен тантăшĕсем вара тĕрĕслеве маларах вĕçленĕ — нумаях пулмасть чи маттуррисем ГТО паллисене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code