Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Аякра, Чулхула облаçĕнче пурăнатăп эпĕ. Чунпа пурпĕрех тăван ялта — Элпуçĕнче. Манăн асăмра вăл ялан. Унти тата округри хыпарсене тăвансенчен пĕлсех тăратăп.

Эпĕ 90 çул каялла Иван Васильевичпа Мария Яковлевна Бобылевсен йышлă çемйинче çуралнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн тата обществăлла ĕçри тăрăшулăхшăн ЧАССР Çут ĕç министерствин Мухтав хучĕпе чысларĕç. 1948 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Кунта майĕпен музыка пĕлĕвне алла илсе пытăм. Манăн пĕрремĕш кĕвĕ-юрă инструменчĕ — мандолина. Унпа сехечĕ-сехечĕпе калама хатĕрччĕ. Училищĕри хора çỹренĕ май, манăн сасса асăрхарĕç-тĕр: солистка тивĕçне шанма пуçларĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене те хутшăнаттăм, училище чысне республикăра та пĕр хутчен мар хỹтĕленĕ.

1952 çулта хамăн ĕç биографине уçрăм — Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçри ача çуртĕнче пионервожатăйра ĕçлеме пуçларăм. Унта хор йĕркелерĕм. Тепĕр икĕ çултанах районти Акатуйра юрларăмăр. Пирĕн ĕçе жюри пысăк хак пачĕ, вăл йышра чăвашсен паллă композиторĕ Филипп Лукин та пурччĕ. Коллектив республикăри Акатуя хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕ. Унта эпир «Ой, цветет калина» юрра тулли кăмăлпа шăрантартăмăр. 3-4 сасăпа.

Концерт хыççăн Филипп Миронович ман пата пырса саламларĕ, музыка енĕпе ятарлă пĕлỹ пуррипе кăсăкланчĕ. Çуккине пĕлсен:

— Мĕнле? Вĕренес пулать! — терĕ.

Мана вăл Шупашкара вĕренме килме сĕнỹ пачĕ.

Çапла вара Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин дирижерпа хор уйрăмне лайăх паллăсемпе вĕренме кĕтĕм. Ĕмĕтĕм пурнăçланнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм.

1956 çулта комсомол обкомĕн йыхравĕпе çерем çĕрсене уçма хутшăнтăм. Хастарлăхшăн ВЛКСМ Тĕп комитечĕн «Çерем çĕрсене уçнăшăн» паллăна, Алтай крайĕн Романовский райĕçтăвкомĕн Тав çырăвне тивĕçрĕм.

Вĕренĕве вĕçлесен (1958 ç.) направленипе Çĕрпỹ хулине музыка шкулĕн директорĕнче ĕçлеме ячĕç. Ячĕç-ха та, анчах çурчĕ çук унта! Строитель пулма тиврĕ çапла. Район ертỹлĕхĕ пулăшса пынипе çуртлă пултăмăрах. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те нумай тăрăшрĕ.

1964 çулта мана Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулне куçарчĕç. Учрежденин малтан хăйĕн çурчĕ те пулман — унта-кунта вĕрентеттĕмĕр.1980 çул вĕçĕнче тин уйрăм çурта кĕтĕмĕр. Пурлăх никĕсĕ çирĕпленсех пычĕ. Кунта ăнăçу çулĕ çине тăнисем хăйсен пĕлĕвне музыка училищисенче, пединститутра, Хусан консерваторийĕнче малалла туптанă. Нумайăшĕ кайран пирĕн патах килнĕ ĕçлеме. Шутласа кăна пăхăр: 47 пианино, 27 баян, 13 аккордеон, 5 сĕрме купăс… пулнă шкулта. 1981 çулта 451 ачана 43 преподаватель вĕрентнĕ.

…Музыка шкулĕсен директорĕ пулса 30 çул вăй хутăм. Ачасене эстетика пĕлĕвĕ пама лайăх, хăтлă çуртсем кирлĕ пирки пĕрмаях ĕмĕтленеттĕм. Пурнăçланчĕç çавсем. Çавăнпа хама паян та телейлĕ тесе шутлатăп. Тăрăшулăха кура 1989 çулта «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Ĕçре палăрнăшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, «Культурăра лайăх ĕçленĕшĕн» паллăпа чысларĕç.

Юлия ЗАКУТСКАЯ. Чулхула облаçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code