«Тухăçлă регион» проект
Республикăри «Тухăçлă регион» компетенци центрĕн эксперчĕсем хутшăннипе Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕнче тĕл пулу иртнĕ.
Центр ертỹçи Сергей Лекарев «Росатом» патшалăх корпорацийĕн пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче 2021 çулта вăя кĕнĕ асăннă проект пирки чарăнса тăнă.
Ку чухне муниципалитет округĕсенче перекетлĕ технологисемпе усă курса ĕçе кĕрекен проектсене пурнăçлассинче методика пулăшăвĕ парассси тĕп вырăна тухса тăрать. Проектсене ĕçлесе хатĕрлекенсем вĕсене вăя кĕртесси «пĕрремĕш» тата «иккĕмĕш» тапхăрсенче мĕнле йĕркеленсе пыни, тухăçлăх кăтартăвĕсем тата бюджет укçи-тенки перекетленни çинчен информаци панă.
Тĕл пулу ĕçне хутшăннă муниципалитет округĕн администрацийĕн, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисен умĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетсе çапла каланă: «Тухăçлă регион» проект кулленхи ĕçре усă курмалли хăнăхнă мел пулса тăтăр тесен çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе лăпланса лармалла мар, муниципалитет округĕн ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă çĕнĕ, тухăçлă проектсене ĕçе кĕртмелле».
90 çул тултарнă
Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Гаврил Петрович Венедиктов 90 çул тултарнă.
Юбиляра ушкăнпа пухăнса ялти клубра чысланă. Савăнăçлă ларăва Курнавăш территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Мартышкин, ветерансен канашĕн председателĕ Николай Кириллов, ял старости Василий Максимов та хутшăннă, ĕç ветеранĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсене палăртнă май ăна тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. Вырăнти «Шанăç» фольклор ушкăнĕ тата чăваш эстрадин артисчĕ Георгий Смирнов çепĕç юрăсем парнеленĕ. Юбиляр хăй те артистсемпе пĕрле юрланă, Андриян Николаев космонавтăн юратнă юррине («Вĕç, вĕç, куккук») шăрантарнă.
Гаврил Венедиктов утса тухнă кун-çул, чăннипех, анлă та сумлă. Вăл — шыв айĕнчи флот морякĕ, Балтийск Çар-Тинĕс флотĕнче 5 çул службăра тăнă. Ун хыççăн 15 çул шахтăра ĕçленĕ, СССР хисеплĕ донорĕ, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Елчĕк шкулне — çĕнĕ автобус
Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă кун вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров Елчĕк шкулне çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрса панине пĕлтернĕ. Елчĕкрен ятарласа Шупашкара пырса çитнĕ водитель автобуса çав кунхинех шкула илсе çитернĕ.
Республика шайĕнче иртнĕ мероприятие хутшăннă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Лариса Васильева директор савăнăçлă хыпарпа кăмăллă пулнă.
Сăмах май, муниципалитетсенчи вĕренỹ организацийĕсене çав кунхине пĕр харăс «ГЛОНАСС» тытăмĕпе çыхăнтарнă çĕнĕ йышши 29 шкул автобусне ăсатнă.
Шыв-шур инкек ан кỹтĕр
Çурхи шыв-шур тапхăрĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлессипе муниципалитет округĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.
Çанталăк ăшăтса пынă май çулсемпе кĕперсем айĕнчен иртекен пăрăхсене юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси, шыв-шур вăхăтĕнче автомобиль çулĕсене, çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене….. тĕрĕслесе-асăрхаса тăрасси пирки пынă калаçу. Çак ыйтусемпе округри мобилизаци хатĕрлевĕпе ятарлă программăсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Соколова, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Владимир Федоров тухса калаçнă.
Право йĕркелĕхĕ çинчен
Муниципалитет округĕнче право йĕркине пăснине асăрхаттарассин тĕлĕшĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Канашлу ĕçне округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлов ертсе пынă.
Тĕп ыйтупа — Чăваш Республикинче патшалăх программипе пурнăçланакан право йĕркине пăснине асăрхаттарассипе йышăннă çумпрограммăна, муниципалитет шайĕнчи программăсене мĕнле пурнăçлани çинчен мобилизаци хатĕрлевĕпе ятарлă программăсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Соколова каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, профилактика мероприятийĕсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенке (386,2 пин тенкĕ) туллин усă курнă.
Çавăн пекех профилактика канашĕсен председателĕсен отчечесене те итленĕ.