Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Округра — вĕренỹ министрĕ

Округра — вĕренỹ министрĕ

Юнкун округра ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров пулнă.

Вăл Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле Лаш Таяпари тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче пыракан строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Пĕрремĕш вĕренỹ учрежденийĕнче «Стройсфера» сахал яваплă общество контрактра (12589700 тенкĕ) пăхса хăварнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче физкультура урокĕсене мини-стадионта ирттерме питĕ меллĕ пулĕ.

Çĕнĕ Пăвасен ĕç калăпăшĕ вара пысăкрах: кунта мини-стадионпа пĕрлех территорие хăтлăлатассине те пăхса хăварнă. «ДПМК «Яльчикское» ООО рабочийĕсен пĕтĕмпе 17799160 тенкĕлĕх ĕç тумалла. Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне объект хатĕрлĕхĕ 55 процентпа танлашать.

— Ĕçсене подрядчиксем пахалăхлă тата срокра пурнăçласа, шкулсем çĕнĕ сăнпа пуянланса пынине палăртма кăмăллă, — тенĕ Леонард Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code