Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хоккеистсене чысланă

Хоккеистсене чысланă

Елчĕк округĕн хоккеисчĕсем юлашки çулсенче пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.

Кăçал вара «Ылтăн шайба» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ финалти вăйăсенче вăтам тата аслă ушкăн хоккеисчĕсем пĕр харасах палăрса пысăк турнирсене хутшăнма тивĕçрĕç. Аслă ушкăнри «Елчĕк» хоккей команди республикăра мала тухса Пушкăртстанри Салават хулинче иртнĕ ялти командăсен Пĕтĕм Раççейри хоккей ăмăртăвĕн финалĕнче тупăшрĕ. Вăтам ушкăн вара Пĕтĕм Раççейри хоккей вăййисен Пермь тăрăхĕнчи Чайковский хулинче иртнĕ турнира хутшăнчĕ, 4-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Çак кунсене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çамрăк спортсменсене округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залне йыхравласа вĕсемпе çавра сĕтел хушшинче калаçу йĕркелерĕ. Тĕл пулăва округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Николаев та хутшăнчĕ. Ертỹçĕсемпе куçа-куçа калаçнă май вĕренекенсем хăйсен ĕмĕчĕсем пирки каласа кăтартрĕç. Арçын ачасен хушшинче пĕр хĕр ача та пур. Яманчỹрелте пурăнакан Арина Сергеева Шăмалак шкулĕнче пĕлỹ пухать. Вăл çирĕп кăмăллă пулнипе палăрса тăрать, малашлăхра тренер пулма ĕмĕтленет.

Чĕннĕ 18 ача Патрекккел, Шăмалак, Елчĕк, Лаш Таяпа шкулĕсенче пĕлỹ илеççĕ.

— Эсир хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе округ чысне çỹле çĕклерĕр. Хоккейла вылассинче ăсталăхăра ỹстерсех пырăр, шкулта та тăрăшса вĕренĕр, — çапла суннă май Леонард Васильевич хоккеистсемпе физкультура вĕрентекенĕсене Александр Адюкова, Сергей Александрова, Вадим Иванова тата обществăлла тренера Юрий Рахмуллина Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code