Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сăвăсран шар курасран

Сăвăсран шар курасран

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ.

Çак хурт-кăпшанкă ытларах йывăç çинче, пысăках мар тĕмсенче пурăнать. Чылай чухне çулнă курăк çинче нумай вĕсем. Килти чĕр чунсемпе выльăхсенчен çынна куçма пултарать. Сăвăсран сыхланма çутă тĕслĕ, ỹте лайăх хуплакан тумтир тăхăнмалла, вĕсене хăратакан ятарлă япала -репеллент — чиксе çỹремелле.

Хальхи вăхăтра специалистсем ача-пăча кану лагерĕсене, парксене, çын йышлă пухăнакан вырăнсене дезинфекцилеççĕ.

— Сăвăс энцефалитĕнчен вакцина пур. Çавăнпа туристсемпе тухакансене е вăрмана, сăвăс ерес хăрушлăх кăларса тăратакан вырăна каякансене ятарлă прививка тутарма сĕнетпĕр. Пирĕн республикăра сăвăс боррелиозĕ кăна регистрациленĕ. Хальччен çулталăкра 6-10 хут тĕл пулнă. Энцефалит тупса палăртман», — пĕлтереççĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code