Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Алă вăйĕ виçекенсем

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче тупăшнă.

Елчĕк округĕн команди унта призерсен йышне кĕреймен — тăваттăмĕш. Уйрăм спортсменсенчен Кристина Жирновăпа (Кушкă шкулĕ) Егор Яковлев (Курнавăш) çĕнтернĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе маххă паман Светлана Окружновăпа пултаруллă кирепуканçă Дарья Петрова (Елчĕк) 2-мĕш вырăнта чарăннă. Аслă Шăхаль каччи Роман Иванов — виççĕмĕш.

Курнавăшри Мария Цветкова вара икĕ хутчен чемпионка ятне çĕнсе илнĕ: 70 килограма çитичченхи тата абсолютлă виçе категорийĕсенче.

Питертан — икĕ медальпе

Санкт-Петербург хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен «Ярыгин WrestlngTeam 2023» турнирĕ иртнĕ.

Унта 21 регионти 450 атлет 41 командăна пĕрлештернĕ. Ăмăртăва Елчĕксем те çитсе килнĕ. Апла кăна та мар. 2014-2015 çулсенче çуралнисен йышĕнче Михаил Миллин (25 кг виçере) 20 спортсмен хушшинче ылтăн медале, мăнаçлă кубока тивĕçнĕ. Унăн тусне — Арсений Адюкова та ăннă: вăл 2012-2013 çулсенчи тантăшĕсен йышĕнче иккĕмĕш пулнă. Кунта, 23 килограма çитичченхи виçере, 15 атлет кĕрешнĕ.

Спортра малашлăх çуратакан ачасене пысăк турнира хутшăнма тĕп йĕркелỹçи Константин Миллин (Елчĕк), спонсорсем — Сергей Чернов (Аслă Елчĕк), Александр Головин (Кавал), Дмитрий Зайцев (Елчĕк), Ростислав Турхан (Турхан ялĕ) пулăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code