Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нимĕçсене тыткăна илнĕ

Нимĕçсене тыткăна илнĕ

Сергей Иванович Димитриев 1922 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Курнавăш ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Çар ретне ăна 1941 çулхи май уйăхĕнче илнĕ. Чикĕре службăра тăнăскер, вăл вăрçă пуçлансан малтанхи кунран юлашки кунчченех çапăçнă.

Шкул хыççăн 1937 çулта Елчĕкри рабочисемпе хресченсен шкулĕнче техник-полевод специальноçне алла илсен пĕр хушă тăван колхозра тăрăшнă йĕкĕт. Вăрçă умĕнхи çулсенче çамрăксем вербовкăпа çырăнса тĕрлĕ вырăна ĕçлеме çỹренĕ. Сергей Димитриев та тусĕсемпе пĕрле Актюбинск хулинчи шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. 1941 çулта çар ретне илнĕ. Службăри йывăрлăха вăл çăмăллăн тỹссе ирттернĕ.

Вăрçăри кун-çулĕ чикĕри Бердичев хулине хỹтĕленипе пуçланнă. Оборонăра тăнă вăхăтра пултаруллă салтака взвод командирĕсем вĕрентсе кăларакан çар училищине яраççĕ. Ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн кĕçĕн лейтенант звани парса хăйĕн чаçнех яраççĕ. Кĕçех ентеше 281-мĕш стрелковăй дивизинче разведка взвочĕн командирĕ пулма уйăраççĕ. Разведкăна кайса нимĕç салтакĕсене тыткăна илнĕшĕн Сергей Ивановича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чыслаççĕ. Пĕринче Одер юхан шывĕ урлă каçнă чух салтак аманса госпитале лекет. Сывалса тухсан каллех вăрçă хирне каять.

Çар заданийĕсене пурнăçланă хушăра вилĕмпе пурнăç умĕнче тăнă самантсем пĕрре анчах пулман. Пĕринче вăрманта вăл лăсăллă йывăç айне пытаннă виçĕ нимĕçе асăрханă. Çухалса кайман Елчĕк каччи. Нимĕçле хаяррăн кăшкăрса пистолечĕпе çỹлелле пенĕ, автомачĕпе те шатăртаттарнă. Ĕç-пуç питĕ хăвăрт пулса иртнипе лару-тăрăва ăнланса та ĕлкĕреймен нимĕçсем пăшалĕсене пăрахса, аллисене çĕклесе çул çине тухнă. Çапла майпа чăваш салтакĕ нимĕçсене малта утма хушса полк штабне илсе çитернĕ. Командованишĕн çакă хаклă «парне» пулнă — Сергей Димитриев черетлĕ паттăрлăхшăн Александр Невский орденне тивĕçнĕ.

Çаврăнăçуллă та вăр-вар пулни ял каччине вăрçă вăхăтĕнче те, мирлĕ саманара та пулăшса пынă. Волхов тата Ленинград фрончĕсенче çапăçнă офицер 1946 çулта демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Уйăхран ăна агроном ĕçне шанаççĕ. Каярах вăл тĕрлĕ ĕçре кладовщикре, ферма заведующийĕнче, бригадирта, ревкомисси председателĕнче вăй хунă. Ялти хĕрпе София Ананьевнăпа çемье çавăрса 7 ача пăхса çитĕнтернĕ. 1987 çулхи март уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code