Пятница, 17 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Лайăххисен йышĕнче

Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсенче 2022 çулта финанса пахалăхлă тытса пынин хаклавĕн пĕтĕмлетĕвне тунă.

Рейтингăн 1-мĕш шайне («пысăк пахалăхлă») 8 округпа хула кĕнĕ: Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Пăрачкав, Çĕрпỹ, Елчĕк, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар.

Тепĕр икĕ шайĕнче — «тивĕçлĕ» тата «япăх» ĕçленисем.

Васкасчĕ…

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 4-мĕшĕ тĕлне округĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 17663 гектар (97 процент) çинче акнă.

Тыр-пул акассине 12 хуçалăх вĕçленĕ. Çав вăхăтрах Борис Головин, Валерий Смирнов, Александр Бикулов, Анатолий Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кая юлса пыраççĕ: вĕсенче тата 10-шар процент юлнă-ха акмалли. Çанталăк куллен майлă пулмасть — васкасчĕ.

Чи чаплă уяв —

Çĕнтерỹ кунĕ çывхарать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна округри кашни территори пайĕнче майăн 8-мĕшĕнче йĕркелĕç. Çав кунах 20 сехет те 30 минутра Елчĕкри тĕп лапамра çамрăксен «Астăвăм çурти» патриотла акцийĕ иртет. Майăн 9-мĕшĕнче (10 сехетре) тĕп площадьрех Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг пулать, театрализациленĕ представленипе, техника парачĕпе паллашма май пулĕ. Çамрăк армеецсен парадĕнче шкул ачисем çеç мар, ача садне çỹрекенсем те мăнаçлăн утса иртĕç. Уяв тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе вĕçленет.

Хваттер туянма

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый савăнăçлă лару-тăрура харпăрлăха хваттер илме социаллă тỹлевпе — Сертификатпа тивĕçтернĕ.

Телейлисен йышĕнче — Елчĕкри Анастасия Лазонова. Асăннă пулăшăва 23 çула çитмен тăлăх çамрăксене е ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнисене параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code