Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп хуларан — çĕнтерỹпе

Тĕп хуларан — çĕнтерỹпе

Республикăри шкул театрĕсен III «Асам» фестивальне пĕтĕмлетнĕ.

Вăл пирĕн округри Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула савăнăç кỹнĕ. Вера Вороновăпа Надежда Кузнецова вĕрентекенсем ертсе пыракан «Хавхалану» ушкăн «Чăвашла чи лайăх спектакль» номинацире çĕнтернĕ. Ачасем Л.Агаковăн «Вăрçă ачисем» повеçĕ тăрăх лартнă спектакль куракансене те, жюри членĕсене те питĕ килĕшнĕ. Коллектива Дипломпа тата музыка оборудованийĕ туянма май паракан сертификатпа чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code