Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи 229-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Победа» сахал яваплă обществăри Ольга Александровна РОМАНОВА пăру пăхакан оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пăхакан пăрусем кăçалхи 9 уйăхра талăкра вăтамран 1100 грамм ỹт хушнă.

