![](http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/wp-content/uploads/2023/06/Римма.jpg)
Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Ачасен искусство шкулĕн чи лайăх преподавателĕ» конкурсăн регионти тапхăрне ирттернĕ.
Конкурсăн куçăмсăр майпа йĕркеленĕ пайне Римма Витальевна 6 материал тăратнă. Кунта 17 конкурсантран 8-ĕшне суйласа илнĕ. Иккĕмĕш тура хутшăннă пултаруллă ентеш, уçă урок ирттернĕ май, жюри членĕсене хăйне евĕрлĕ меслетлĕхпе усă курнипе, ĕçе профессилле пурнăçланипе тĕлĕнтернĕ. II степень лауреат Дипломне тивĕçни — куллен тăрăшса тимленин тата çитĕнĕвĕн палли.