0,5 процентпа паракан ял ипотекине республикăри агропромышленность тытăмĕнче ĕçлекен ытларах çын илме пултарать.
Малашне ялта пурăнакан тата «Чăваш» агрохими службин патшалăх центрĕнче вăй хуракан çынсен çак çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур. Ку учреждени хăй пуçарупа тухнă. Çакăнта ĕçлекенсем ял хуçалăх çĕрĕсене пулăхлатма пулăшнине шута илсе ыйтăва тивĕçтернĕ. 2023 çулта республика бюджетĕнче ял ипотеки валли 20 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Хальлĕхе ăна 180 çын илнĕ.