Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маттур, Маргарита!

Маттур, Маргарита!

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Маргарита Абрамова иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ республикăри ĕне сăвакан операторсен конкурсĕнче округ чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ, унта хутшăннă 21 çынран вăл 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, пысăк парнене тивĕçнĕ.

Жюри членĕсем ĕне сăвакан операторсен теори пĕлĕвне, ĕне сумалли аппарата салатса пуçтарнине тата ĕçри пултарулăхне чăркăш куçпа хакланă. Маргарита ыйтусем çине туллин хуравлани, çаврăнăçуллă пулни пурне те килĕшнĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, вăл 90 балл пухни паллă пулнă.

Маргарита хăйĕн ĕçне, чăннипех, чунтан парăннă. Фермăна тин анчах пырса кĕмен, унтанпа 17 çул иртнĕ. Çак тапхăрта йывăрлăхсемпе те сахал мар тĕл пулнă, паллах. Апла пулин те нăйкăшман, пуçне те усман. Çирĕп кăмăллă хĕрарăм выльăх-чĕрлĕхе юратнăран тата унăн чĕлхине лайăх ăнланнăран çак ĕçре нумай çул тăрăшать. Конкурс мĕнле иртни пирки ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Тупăшура пысăк балл пухса вырăн йышăнасси пирки шутламан та. Çакăн валли ятарласа та хатĕрленмен. Мĕншĕн тесен эпир ку ĕçсене куллен пурнăçлатпăр». Çакăн пек конкурссем ирттерни питĕ вырăнлă пулнине, вĕсем ыттисен ĕç ăсталăхĕпе паллашма тата пĕр-пĕрин хушшинче туслă çыхăну йĕркелеме май панине палăртрĕ Маргарита Федоровна.

…Абрамовсен килти хуçалăхĕ те çирĕп. Тĕп ĕçсĕр пуçне ялти ытти çынсем пекех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ани-анипе тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Килти ĕçсене ытларах чухне, ачисем хăйсемпе юнашар пурăнманран, хуçалăхăн ферминче скотникре вăй хуракан мăшăрĕпе — Владислав Николаевичпа пĕрле пурнăçлама тивет.

Ялти ĕçчен мăшăр 3 ывăл çуратса ỹстернĕ. Асли — Александр, хальхи вăхăтра мобилизаци йĕркипе Украинăри çар операцине хутшăнать. Амăшĕн канăçсăр чун-чĕри ывăлĕ пирки самантлăха та шутлама чарăнмасть, паллах. Вăталăххи — Николай, Шупашкарта пурăнать, ГАИ сотрудникĕ, кĕçĕнни — Евгений, вăл кăçал округри Акатуйра чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе çамрăксен ушкăнĕнче чи пултарулли пулнипе палăрнă.

Ĕне сăвакан операторсен республикăри конкурсĕ кăçалхипе 40-мĕш хут иртнĕ. Çак тапхăрта унта пирĕн округри ĕне сăвакан операторсем нумай хутчен хутшăннă, темиçе хутчен те çĕнтерỹпе таврăннă. Хавхалану малашне те ан иксĕлтĕр, ялан çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулмалла пултăр…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code