Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Объектсене — срокра

Объектсене — срокра

Округри виçĕ ялта — Кивĕ Эйпеçпе Тăрăмра фельдшерпа акушер пункчĕ, Аслă Пăла Тимешре çĕнĕ врач амбулаторийĕ тăвас ĕç пынипе маларах паллаштарнăччĕ ĕнтĕ.

Хальхи тапхăрта амбулатори çĕклекенсем унăн тăррине витессипе, чỹречесемпе алăксене вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ, ун хыççăнах шал-тулаш енчен илем кĕртессипе, инженери коммуникацийĕсене йĕркелессипе тимлĕç.

Тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă учрежденисем халăха васкавлă тата планланă медицина пулăшăвĕ илме май парĕç.

Строительсем объектсене графикпа килĕшỹллĕн срокра вĕçлеме палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code